Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лицензин çĕнĕ комиссине тунă

Лицензин çĕнĕ комиссине тунă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсене тытса пымалли ĕç-хĕле лицензилекен комисси çинчен» Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Çак тытăм республикăра малтанах пулнă, анчах 2017 çул вĕçĕнче унăн ĕçне пурнăçламалли вăхăчĕ вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра, Раççейре харпăрлăхçăсемпе пурлăх перекетлекен организацисем хушшинче тÿрĕ килĕшÿсем тăвасси çине пуçаруллăн куçас политика пырать пулсассăн та, управляющи компанисене лицензилесси кирлех.

Малашне лицензи комиссийĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тытса пырас ĕçре предпринимательлĕхе йĕркелесе пыма лицензи парассипе е ăна парассине хирĕçлессипе, квалификациллĕ тĕрĕслеве йышăнассипе, лицензи тĕрĕслевĕсен мероприятийĕсене хутшăнассипе, лицензие пăрахăçласси çинчен çырнă заявленисене суда ярассипе çыхăннă ыйтусене татса парассипе тимлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code