Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вĕрентекенĕн чунĕпе ача пулмалла»

«Вĕрентекенĕн чунĕпе ача пулмалла»

Патреккелти Петр Васильевичпа Евлампия Дмитриевна Марковсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Кашнийĕшĕ хăйсем килĕштерекен профессисене суйласа илнĕ. Чи аслă ывăлĕ Виталий Энтепе ялĕнче хунав янă. Март уйăхĕн вĕçĕнче 60 çула хыçа хăварнă вăл.

Малтан ялти сакăр çул, унтан Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Виталий Совет Çарне кайнă. Инçетри Германи çĕршывĕнче службăра тăракан салтак тăван тăрăхшăн тунсăхланă вăхăтра пуласлăх пирки çунатланнă. «Ăçта вĕренме каймалла-ши?» — ыйту канăç паман йĕкĕте. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн физкультура учителĕ пуласси чун-чĕринче пысăк шанчăк çуратнă. Шкулта та спортра харсăр пулнипе палăрнă, салтакра та ят яман.

Арçын тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăнсанах Виталий Марков Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул хывнă. Унтан чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Аслă Пăла Тимеш шкулне физкультура учительне вырнаçнă. Çивĕчлĕхĕпе палăрса тăракан çамрăк педагога тăватă уйăх ĕçленĕ хыççăнах «Прогресс» колхоза комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Ялти çамрăксемпе пĕр çул ытларах ĕçленĕ хыççăн вăл шкулах таврăнать. Энтепери шкулта 27 çул физкультурникра тăрăшать. Çав шутран 12 çулне вĕрентекенсен коллективне ертсе пырать.

Виталий Петрович ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, патриот воспитанийĕ парас тесе нумай тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем районти «Зарница» çарпа патриот вăййисенче те пысăк кăтартусем тăваççĕ. Хăй те районти Акатуйсенче тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешсе така çĕнсе илнĕскер, ачасен ÿт-пĕвне шкултанах пиçĕхтерме тăрăшать.

— Шкул пурнăçĕнче вĕренÿ кăна мар, спорт та паллă вырăн йышăнать. Унччен Энтепе, халĕ Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи ачасем пĕринчен тепри тăрăшуллă та пултаруллă. Хăйсен спортри ăсталăхне туптаса пырсан пысăк ÿсĕмсем тăваççех. Чылайăшĕ пурнăçне спортпа çыхăнтарасса та шанас килет, — тет педагог.

Виталий Петрович шкулта тĕрлĕ спорт секцийĕсем йĕркеленĕ. Вĕренекенсемпе кашни спорт тĕсĕпе ĕçлет. Баскетбол, волейбол, çăмăл атлетика енĕпе те маттур унăн воспитанникĕсем. Уйрăмах ачасен штанга, кире пуканĕ йăтас енĕпе ÿсĕмĕсем курăмлă. Ку енĕпе унăн вĕренекенĕсем район шайĕнчи ăмăртусенче кăна мар, республикăра та малта.

Улттăмĕш çул Кивĕ Эйпеçри шкулти ачасене физкультура предметне ертсе пыраканăн воспитанникĕсем — Алина Панкратова, Полина Андреева, Артем Перцев Раççей шайĕнче пысăк ÿсĕмсемпе палăраççĕ. 2004 çулхи районти «Чи лайăх тренер-преподаватель» хăй те кĕрешес, штанга йăтас енĕпе республика чемпионĕн ятне пĕрре мар тивĕçнĕ.

Шкул ачисен спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Виталий Петровича 2005 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чысланă. Пултаруллă учитель районти, республикăри конкурссенчен те пăрăнмасть. Кăçал, акă, районти «Çулталăкри учитель» конкурсра лауреат пулса тăчĕ. 2016 çулта республика конкурсĕнче «Педагогика ĕçĕнчи мастер» ят илчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи йывăр атлетикăн чи лайăх тренерĕ вăл.

— Хамăн профессине чун-чĕререн кăмăллатăп. Пуçри çÿçсем шуралаççĕ пулсан та чунпа ача пулмалла пирĕн. Вĕренекен чăрсăрланнине тепĕр чухне ăнланмалла та. Хамăр та тахçан лара-тăра пĕлмен вĕт. Сывă ача тăтăшах ÿт-пĕвне хускатни аван та. Апла пулсан вăл сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел, — тет педагогика ĕçĕнче 35 çул стаж пуçтарнă вĕрентекен.

1992 çулта Виталий Петрович пурнăçĕнче ырă улшăну пулса иртнĕ. Вăл хăй пекех педагог профессине алла илнĕ Кушкă хĕрĕпе Людмила Валентиновнăпа çемье çавăрнă. Вĕрентекенсен çемйинче икĕ ывăл çитĕнет. Асли, Саша, кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухса программист профессине алла илет. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕ. Сергей ывăлĕ Кушкăри шкулта 8 класра вĕренет. Спортпа питĕ туслă.

Марковсен туслă çемйи ачисем пĕчĕкрех чухне районти, республикăри «Çулталăкри çемье» конкурссене пĕрре мар хутшăннă, мала тухнă. Хăйсен илĕртÿлĕхĕпе тыткăнлать телейлĕ мăшăр. Çемье юрă-ташăпа та туслă. Виталий Петровичпа Людмила Валентиновна Патреккелти халăх хорне çÿреççĕ. Раççейĕпе паллă хорпа ăçта кăна çитмен-ши 1975 çултан çак ушкăнра юрлакан Виталий. Пур енлĕ ăста хуткупăс та калать.

Шкул пĕтерсен алла тытнă вăл çак инструмента. Шăллĕ салтака каякан çамрăксене купăс каласа ăсатнă. Инструменчĕ кивĕ пулсан та вылянтарнă кăна вăл купăс тÿмисене. Çывăх юлташне пулас салтаксем купăс парнелесе хăварнă та. Шăллĕне панă парнене пĕрре алла тытса пăхнă та Виталий, урăх пăрахман. Студент чухне, строительство отрядĕнче ĕçленĕ чухне вара юрату, туслăх юррисене янраттарнă кăна. Халĕ те уявсенче, концертсенче чылай чухне юратнă инструментпа каласа мăшăрĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарса куракансене савăнтараççĕ.

— Юрă-кĕвĕ — чун киленĕçĕ. Юрлани — усал ĕç туни мар, халăха савăнăç парнелени чун-чĕрене çĕклет, — тет пĕр-пĕрне юратуллă куçсемпе ăшшăн пăхакан мăшăр.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Марков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code