Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен» вăй парать

«Елчĕк ен» вăй парать

Кашни юнкун тата шăматкун почтальон «Елчĕк ен» хаçата килсе парасса эпĕ куç пек кĕтетĕп.

Мĕншĕн килĕшет-ха мана район хаçачĕ; Çак издани районта тата республикăра пулса иртекен хыпарсемпе паллашсах тăма, обществăн тĕрлĕ сферине кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсене пĕлме май парать. Кулленхи пурнăçра кирлĕ канаш-сĕнÿ те сахал мар пичетленет унта. Ятарлă страницăсем вара шкул ачинчен пуçласа пенси çулĕнчи кинемисемпе мучисемшĕн чун апачĕ пулса тăраççĕ. «Елчĕк енпе» ачасем те интересленнĕрен хаçатăн кашни номернех пухса пыратăп. Вĕсем яла килсен кăштах пушансанах çак хаçата алла илеççĕ.

Хаçат страницисенче пичетленекен калавсене туссемпе, уйрăмах Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Зинаида Портновăпа сÿтсе яватпăр. Хамăрăн çывăх çынсене çуралнă кунпа хаçат-журнал çырăнса парассине йăлана кĕртнине те ырă пулăм тесе хаклатăп.

Исония ВОЛКОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code