Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура район пурнăçĕнчи ыйтусене сÿтсе явнă, малашлăх тĕллевсене палăртнă.

РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Яковлева РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, 2018 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенси законодательствинче çирĕплетнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Тивĕçлĕ канури çыннăн пенси укçине пурăнма кирлĕ чухлĕ виçене çитерес тĕллевпе палăртнă вăхăтран тытăнса ăна 2,9 процент ÿстернĕ. Тĕпрен илсен, çак ÿсĕм социаллă пенси илекенсене, инвалидсемпе вăрçă участникĕсене, çар тивĕçĕсене пурнăçласа вилнисен ашшĕ-амăшне, техногенлă лару-тăрăва пула сиен курнă тата ытти хăш-пĕр категорири çынсене пырса тивет. Çапла майпа, кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса социаллă пенси виçи 224 тенкĕ чухлĕ ÿснĕ, вăл 7900 тенкĕпе танлашнă. Инвалид ачасен пенсийĕ — 12400 тенкĕ.

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераллă программăпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне илсе тăракан ачаллă çемьесем валли те çĕнĕ майсем уçăлаççĕ.

Сăмах май, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра районти 7952 çын тĕрлĕрен пенси илет. Амăшĕн капиталне илме тивĕçлисем — 1265 çын. Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçапа вĕсенчен 890-шĕ, пурĕ 304 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Çемьесен 97 проценчĕ амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă е çĕнĕрен тунă, 3 проценчĕ ачисене вĕрентнĕ çĕре янă.

Шывпа тивĕçтерессипе тата таса мар шыва юхтарса кăларассипе тимлекен «Спутник-1» ООО директорĕ Василий Чернов предприятин 2017 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Пупина отчетлă тапхăрта районти архив ĕçне епле йĕркелесе пынипе паллаштарчĕç. Ку ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code