Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аса илÿсем, аса илÿсем…

Аса илÿсем, аса илÿсем…

Театр тесен манăн чун-чĕрем савăнăçпа, ырă та ăшă аса илÿсемпе тулать. Театр – уйрăм тĕнче, хăйĕн асамлăхĕпе куракана тыткăна илет, хăй патне туртать, ырă туйăм çуратать, пĕтĕм кĕлеткене хускатса ахăлтаттарса култарать е нăшлаттарса куççульне юхтарса йĕртет, хурлантарса чун-чĕрене ыраттарать. Театр лайăха, тĕрĕслĕхе йышăнма, ырлама, начарпа усала сивлеме, питлеме вĕрентет, урăхла каласан, вăл пире пурăнма ăс парать. Театр пурнăçăн тĕкĕрĕ те пулнăран куç умне тÿрех сцена тухса тăрать. Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май аса илÿ çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ…

Сцена çине пуçласа 1954 çулта, 4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра тухнă. Ун чухне эпĕ Родион Веселинпа /Курнавăш, 9 кл./ Л.Пантелеевăн «Буква ты» инсценировкине лартрăмăр. Эпĕ шкула 1-мĕш класа кайма хатĕрленекен Иринушка, Родион унăн пиччĕшĕн ролĕсене вылярăмăр. Хĕр ача алфавитри саспаллисене вĕренсе çитнĕ, анчах юлашки я саспаллине, пиччĕшĕ ăна темле тăрăшса ку я саспалли тесе вĕрентсен те, хĕрача ты саспалли тесе калать, вулать. «Çапла-и?» – тесе пиччĕшĕнчен ыйтать. Иринушка «Тыкву дали тыблоко» тесе вуласа пиччĕшне тарăхтарсах ярать…

1955 çулта Эспер Федоровпа /Турхан, 7 кл./ «Андрейкина радость» ятлă пĕр пайлă пьесăна лартрăмăр. Эпĕ – Марийка, Эспер – Андрейка ролĕсенче. Ун чухне «Ты, моряк, красивый сам собою…» тесе юрă юрларăм. Кĕçĕн класранах юрра-ташша юратнăран сцена çинче выляма питĕ килĕшетчĕ. Уявсем мансăр иртмен. Кашни çулах районта иртекен пионерсен уявне хутшăнтаратчĕç, парнесем парса хавхалантаратчĕç. Çав çулсенче ялта клуб пулман пирки шкул коридорне партăсем вырнаçтарса, партăсем çине хулăн та сарлака хăмасем сарса сцена йĕркелетчĕç. Шупашкартан артистсем спектакль лартма килетчĕç. Вĕсене курма пĕр сиктермесĕр çÿреттĕмĕр.

1956 çулта шкулти Иван Горшков библиотекарь пукане театрĕ йĕркелесе янăччĕ. Тĕплĕн хатĕрленсе эпир виçĕ юмах лартрăмăр. Лайăх астăватăп, «Çарăк» юмахпа кÿршĕ ялсене те тухса çÿрерĕмĕр. Эпĕ карчăк рольне вылянăччĕ. Пур енĕпе те пултаруллă маçтăр Иван Петрович пуканесен, чĕрчунсен, вĕçен кайăксен тата ытти кĕлеткесене хăех чаплă ăсталатчĕ.

1956 çулта пирĕн атте, А.Мякинин, Мускаври ВДНХран таврăннă чухне «НОВЬ» радиоприемник илсе килнĕччĕ. Унпа каçсерен час-часах спектакль паратчĕç. Эпир çемйипех сĕтел йĕри-тавра пуçтарăнса спектакльсене сывламасăр тенĕ пек итлесе лараттăмăрччĕ. Мĕнле савăннă эпир ун чухне!

1957 çулта 7-мĕш класа Çуткÿл шкулĕнче вĕренме тÿр килчĕ. Аслă аппана, Л.Таллеровăна, Нĕркеç ялĕнчен Янкасси ялĕ витĕр Çуткÿл шкулне ачасене вĕрентме пĕччен çÿреме шиклентерет тесе, мана Валерий Иванович Çĕнĕ Пăваран унта куçарчĕ. Çак шкулта та кашни уяврах хамăн пултарулăха концертсенче, сценкăсенче туптанă. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Çуткÿлти шкул директорĕ А.Миронов ман ятпа Шупашкара филармоние заявлени çырса янă. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра «7 класс пĕтернĕ ачасене филармоние экзамена чĕнетпĕр», – тесе пĕлтерÿ тухнă пулнă. Малтанхи тур августăн 24-мĕшĕнче иртрĕ. 300 ача заявлени панă терĕç ун чухне. Тепĕр кунне ирхине çакăнса тăракан списокра /50 ача/ хамăн хушаматпа ята курсан питĕ савăнтăм. Киле таврăнсан аннене Шупашкара экзамен тытма татах каймалла-ха тесен: «Ниçта та ямастпăр, турпас пуçтармалла» – терĕ. Çав вăхăтра пирĕн çĕнĕ пÿрт пурине ăстасем каскалаççĕ. Ыран каймалла тенĕ чухне Таллеровсем килсе çитрĕç. «Хĕр упраçăн сирĕнпе пурăнмалла мар, унăн анлă пурнăç çулĕ çине тухмалла, сирĕн ыран экзамен тытма ямаллах», – терĕ Валерий Иванович. Хирĕçлеймерĕç вара аттепе анне, анчах çакă кăлăхах пулчĕ.

Августăн 28-мĕшĕнче эпир, 50 шкул ачи, филармони залĕ уçăласса 8 сехетрен пуçласа 10 сехетчен чăтăмсăррăн кĕтсе тăтăмăр. Таçти-таçти аякри пысăк хуласенчен ашшĕ-амăшĕ чаплă-чаплă машинăсемпе ачисене илсе килнĕ. Пурте экзамен пуçланасса кĕтетпĕр. Юлашкинчен сап-сарă кăтра çÿçлĕ, çип-çинçе пилĕклĕ хитре майра тухрĕ те пире çапла каларĕ:

– Каçарăр, хаçатра тĕрĕс мар пĕлтерÿ панă пулнă, Ленинграда балеринăна вĕренме кайма 7 класс пĕтернисене мар, 4 класс пĕтернисене экзамен тыттаратпăр. Унта 6 çул вĕренмелле пулать, – терĕ вăл вырăсла.

Пурте шавласа кайрĕç. Питĕ кăмăлсăрлантăмăр. Хăшĕ-пĕри сасăпах, куççулĕпех йĕрет. Киле таврăннă чухне автобусра хамăра нимĕç чĕлхине вĕрентекен И.Скобелевпа /Çуткÿл/ пĕрле ларса килтĕмĕр. Вăл мана лăплантарчĕ.

– «Коммунизм ялавĕ» хаçатра тĕрĕс мар пĕлтерÿ панă тесе çырнăччĕ. Пĕртте ан хурлан, Мякинина, 8-мĕш класа обязательно пымалла, – терĕ вăл.

Эпĕ шкула кайма пĕр кĕнеке те, тетрадь те илмен. Пĕр эрнерен тин шкула çÿреме пуçларăм.

Аслă классенче вĕреннĕ чухне хорпа драма кружокĕсене çÿреттĕм. Хора вырăс чĕлхине вĕрентекен О.Кузьмина, драма кружокне чăваш чĕлхи учителĕ В.Филатова /иккĕшĕ те Ĕнел/ ертсе пыратчĕç. Эпир уявсенче ял халăхне концерт кăтартнă, инсценировкăсем, сценкăсем лартса савăнтарнă. Çав программăсемпе кÿршĕ ялсенче те нумай пулнă.

Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ çулсенче Чăваш академи драма театрне спектакльсем курма çÿреттĕмĕр. Чăваш артисчĕсем чаплă вылянине тĕлĕнсе пăхса ларса хама темле асамлă тĕнчене лекнĕнех туяттăмччĕ.

Тăван шкула ĕçлеме килсен пирĕн педколлектив çултан-çул çамрăк специалистсемпе пуянланса пычĕ. Пуçаруллă, пысăк опытлă вĕрентекенсем тăрăшнипе хĕл ларсан спектакль хатĕрлеме тытăнтăмăр. Шкулти профком председателĕ Вера Филатова, каярахпа парторганизацийĕн секретарĕ пулчĕ, чи малтанах Федор Павловăн «Судра» камитне пире лайăх хатĕрлентерсе сцена çине, халăх умне кăларчĕ. Спектакль курма клуб тулли ял-йыш пуçтарăннă. Ларма вырăн çуккипе куракансем икĕ стена аяккипе тăрса тухнă. Вĕсем Ухтерккерен, Сăпанирен, Катăк Çăвартан, Крахъянран пĕр чарăнми, çăвар ывăничченех кулса ларчĕç. Ухтеркке рольне Валерий Борисов, Сăпание Софья Баранова, Катăк Çăвара Николай Филиппов, Крахьяна Валентна Михайлова вылярĕç.

1969 çулта Вера Емельяновна Петр Осиповăн «Айтар» драмине чылай вăхăт хушши хатĕрлентерсе куракансен умне кăларчĕ. «Учительсем спектакль лартма хатĕрленеççĕ» тенине илтсенех ял çыннисем: «Спектакле хăçан лартатăр, хăçан лартатăр?» – тесе ыйта-ыйта ăнтан яратчĕç. Вĕрентекенсем пĕринчен тепри тĕлĕнмелле ăста, ĕнентерÿллĕ калăплаççĕ хăйсен сăнарĕсене. Спектакль вĕçленсен ура çине тăрса чылай вăхăт хушши алă çупрĕç, вылякансене тав туса ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç. Пинерпи рольне Олимпиада Осипова, Айтара Валерий Борисов, Ахтупая Николай Филиппов, унăн карчăкне Алимпия Фомина, Сентиера Виталий Егоров, Сернюка Лидия Сорокина вылярĕç.

1972 çулта Федор Павловăн «Ялта» драмине лартрăмăр. Тăрăшуллă та пултаруллă вĕрентекенĕмĕр унчченхи пекех пирĕнпе репетицисене нумай ирттерчĕ. Елюк рольне Валентина Соколова, Пăрчкана Лидия Егорова, Ванюка Анатолий Киселев, Çтаппана Георгий Герасимов, Йăскара Лидия Сорокина, Палляна Федор Фомин, Муççана Анатолий Бурмистров калăпларĕç. Учительсем чăн-чăн артистсенчен кая мар вылянăран ял халăхĕ пĕр эрне çак спектакль çинчен калаçрĕ.

Вера Емельяновна 1981 çулта юлашки спектакле – Николай Айзманăн «Кай, кай, Ивана» камитне лайăх хатĕрлентерсе сцена çине кăларчĕ. Вĕрентекенĕн воспитатель те, психолог та, артист та пулмалла. Чăн-чăн уяв йĕркелесе параттăмăр ял çыннисене. Епле ăшшăн йышăнатчĕç-ха вĕсем кашни спектакле. 200 вырăнлă зала вырнаçайманнипе куракансем алăксене уçса пăрахса фойерен пăхса тăчĕç. Кашнийĕнчех спектакле кÿршĕ ялсенчен лаша кÿлсе çунасемпе килнĕ. Камитри Наçтаç рольне Людмила Турхан, Анюка Олимпия Арланова, Кĕтерука Ирина Андреева, Хветĕре Анатолий Киселев, Праские Тамара Титова, Йăкăната Николай Филиппов, Ивана Виталий Егоров, Куçака Анатолий Бурмистров, Вçелиса Лидия Сорокина вылярĕç. Ылтăн алăллă вĕрентекенсем хăйсемех художниксем. Иван Горшков, Алексей Турхан, Анатолий Киселев кашни спектакль валли темиçе декораци хатĕрлерĕç. Пирĕн шкулти Луиза Грибова, Валентина Соколова, Василий Ксенофонтов, Дария Кудряшова музыкантсем те пултарулăхĕпе палăратчĕç. Вера Крылова, Николай Ертмаков культработниксен ăсталăхĕ пысăккине епле манайăн тата.

Вера Филатова хăех сценарист, режиссер, çав вăхăтрах суфлерччĕ. Акă мĕн аса илет çав вăхăтрисене Вера Емельяновнан аслă хĕрĕ Людмила Смирнова:

– Парта хушшине ларичченех «шкул», «урок», «учитель» сăмахсене кашни кун илтнĕ. Хĕллехи каçсенче атте лаша кÿлсе учитель-артистсене кÿршĕ ялсене спектакль лартма илсе кайнине астăватăп. «Çу, çумăр, çу», «Айтар», «Ялта», «Кай, кай, Ивана» спектакльсене лартни асăмра юлнă. Шкула кайичченех «суфлер» сăмаха та пĕлнĕ эпĕ. Радиопа паракан «Микрофон умĕнче – театр» передачăна та учительсем лартакан спектакльсем хыççăн итлеме пуçларăм. Çĕнĕ Пăва учителĕсем чи лайăххисем, вĕсем пирĕн асран тухмаççĕ.

Халĕ шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: «Вера Емельяновна çавăн чухлĕ вăй-хал ăçтан çитернĕ-ши? Вăхăтне ăçтан тупнă-ши?» Вăл пирĕнпе мĕн чухлĕ ĕçленĕ! Çавăн пек мероприятисем йĕркелесе ирттерсе вăл ял халăхне чунтан савăнтарнă, вĕсене культурăллă канма, педколлективри туслăха тата та çирĕплетме пулăшнă.

1989 çулта ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма тытăнсан эпир «Кÿршĕсем», «Пушмак пăру мыскари», «Вăрман хуралçи» инсценировкăсем, интермедисем лартрăмăр. Вĕсенче Тамара Зайцева, Лариса Алексеева, Алексей Алексеев, Федор Крысов, Федор Квасов питĕ ăста, интереслĕ, кулăшла вылярĕç. Ял артисчĕсем Шупашкартисенчен кая мар пултаруллă. Ял çыннисем валли йĕркеленĕ кану каçĕсем чылайăшĕн асĕнче паян та упранаççĕ.

Алимпия ФОМИНА.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: шкул коллективĕ /1973 çул/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code