Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕмпех учительтен пуçланать…

Пĕтĕмпех учительтен пуçланать…

Воспитатель, учитель кашни ачара пултарулăх тĕшшине курма, ăна куллен аталантарса пырса çимĕçе çавăрма тăрăшать. Лайăх ăс панипе пĕрлех çитĕнекен ăрура ăс-хакăл, кăмăл-сипет, вăй-хал пахалăхĕсене мала хуни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсен тĕп тĕллевĕ — çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинне çитĕнтересси. Хăйсен профессине чунтан парăннисене вара пирĕн округра хаклама пĕлеççĕ. Çакна Елчĕкри культура керменĕнче Учитель тата Шкулчченхи вĕренỹ ĕçченĕн кунĕсене халалланă черетлĕ уяв та çирĕплетрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕ çемĕ, ăшпиллĕ йăл кулу, пĕр-пĕрне ыталаса сывлăх сунни, ăшă калаçу… — унта хутшăннисен кăмăл-туйăмне туллин уçса пачĕç. Çут çанталăкĕ те педагогсене тарават тейĕн, çуллахи хĕвне çухатмасăр хĕвел ăшă пайăркисене ытарлăн сапалать, йывăç çулçисем алă çупнăн çĕр çине вĕçе-вĕçе анаççĕ.

Педагогсем — обществăн чи яваплă та пĕлтерĕшлĕ членĕсем, мĕншĕн тесен вĕсен професси вăйĕ тĕнче шăпине витĕм кỹрет. Вĕсем урок хыççăн урок ирттерес тесе мар, çĕршыв ырлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн ĕçлеççĕ. Лайăх учитель кашни ачан лайăх енĕсене асăрхама, аталантарма пĕлетех. Çавă паха. Ахальтен мар вĕрентекен кашни çыннăн пурнă-ĕнче тарăн йĕр хăварать. Кашниех эпир хамăрăн пĕрремĕш учителе, вуншар çул иртсен те, манăçа кăлармастпăр. Паянхи педагогсене те хăйсене хаклама пĕлекен вĕренекенсем ырă суннинчен лайăххи мĕн пултăр? Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та шăпах çавна палăртрĕ те. Вĕсем мероприятие киличчен Леонард Левыйпа ветеран-педагогсен килĕсене çитсе саламлама та ĕлкĕрнĕ. Округ кураторĕ пулнă май, кунти çитĕнỹсемпе, çав шутра вĕренỹ сферинчи çĕнĕлĕхсемпе мăнаçланнине те палăртрĕ. Вăл вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Кушкăри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсен учителĕсене — Елена Зайцевăпа Алина Сазоновăна ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе, Курнавăш шкулĕнчи автоĕç вĕрентекен Владимир Курчина министрăн Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов ячĕпе те салам сăмахĕсем каланă май, Алевтина Николаевна асăннă ведомствăн Хисеп хучĕсемпе Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи тỹрех виçĕ педагога — Светлана Архиповăна, Алена Васильевăна, Оксана Кругловăна чысларĕ. Коллектив кăçал регионти чи лайăх шкулсен йышне кĕме пултарнă. Унăн çитĕнĕвне хывнă кашнин тỹпине хаклани вырăнлă, паллах. Сăмах май, Юрий Алексеевич — асăннă шкулта тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелес, мини-стадион тăвас ыйтусене татса паракансенчен пĕри. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çулсеренхи çакнашкал уявра та, педагогсемпе çыхăннă ытти мероприятире те пĕлỹпе воспитани тытăмĕнче тăрăшакансен ĕçне яланах тивĕçлипе палăртать. -Пĕтĕм профессирен учитель профессийĕ — чи асли. Вĕрентекенĕн хăйĕн ĕçне, ачасене юратмасăр ĕçлеме май çук. Эсир куллен çĕннине шыратăр, грантсене, конкурс-фестивальсене хутшăнатăр, квалификацине ỹстеретĕр, -терĕ вăл. — Шкул ĕçченĕ ялта та тĕп фигура. Çырав, суйлав ирттермелле-и, халĕ, ав, ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатмалла-и — эсир яланах хастар. Сирĕнпе пĕрле педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те пурнăçри гражданла активлă позицишĕн тав тăватăп. Леонард Васильевич аллинчен округ администрацийĕн Хисеп грамотине Вера Воронова (Курнавăш), Алина Кудряшова (Патреккел), Светлана Торговцева (Кушкă) вĕрентекенсем, Тав çырăвне Людмила Крылова (Патреккел) воспитательпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Смирнова (Курнавăш) илчĕç. Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев вара округ ертỹçине хăйне те награда тухса илме йыхравларĕ: «Елчĕк муниципалитет округĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ наставникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна. Леонард Васильевич ăна вĕренỹ сферине нумай çул ăнăçлă ертсе пынăшăн тата пысăк çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ. Педагогпа наставник çулталăкĕнче асăннă знака çирĕплетни питĕ те вырăнлă. Унпа, çаплах пулĕ, ăспаруçăсене çулсерен палăртĕç. Владимир Арсеньевич вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе Елчĕк шкулĕнчи Карина Галкинăпа Алевтина Ивановăна тата Кушкăри Марина Портновăна чысларĕ. Педагогсене çирĕп те паттăр çынсемпе танлаштарас килет. Вĕсен Федерацин патшалăх стандарчĕсен çĕнĕ шухăшĕсене, вĕренỹпе воспитани процесĕнчи улшăнусене, информаципе коммуникаци технологине, çĕнĕ социаллă сервиссене… ăша хывмалла. Мĕн пытармалли, юлашки çулсенче ачасемпе «чĕрĕлле» ĕçлессине тĕрлĕ хут ĕçĕ «туртса илет». Çакнашкал лару-тăрура çăмăллăх, хỹтлĕх параканĕ — профсоюз. Çавна май вĕренỹпе наука ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Сергей Скворцов уява хутшăннисене пурне те чăтăмлăх, хастарлăх сунчĕ, вĕрентỹ ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн ертỹçин Зинаида Степанован саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ. Сергей Васильевич республикăри ведомствăн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ ятпа А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Немцевăна, Елчĕк, Кушкă шкулĕсен учителĕсене — Юрий Никитинпа Алевтина Садовниковăна, Кушкă шкулĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Родион Портнова саламларĕ. Тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ педагогсен сăн-пичĕсем чечек çыххисен ытамне лексен пушшех çуталчĕç. Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем, «Тускил» ансамбльпе «Хавас» ушкăн юрри-ташши вара пурне те хавхалану кỹчĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code