Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасемшĕн — пособи

Ачасемшĕн — пособи

Чăваш Енре виçĕ уйăхра 300 пин ытла çын тĕрлĕ социаллă пулăшăва тивĕçнĕ, вăл тĕллевпе 1,2 млрд яхăн укçа тăкакланă.

Чăваш Республикинчи ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев регионти халăха 70 тĕрлĕ енпе патшалăх пулăшăвне панине пĕлтернĕ. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри _ ачаллă çемьесене патшалăх тĕревĕпе тивĕçтерни. Çемье институтне пулăшу пама республика хыснинчен кăçалхи пĕрремĕш кварталта 472 млн тăкакланă.

Патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри — çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе кăçал январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш пепке çуратнă ашшĕ-амăшне ятран уйăхри пособи параççĕ. Урăхла каласан, çемьен кашни членĕ пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен /асăннă кăтарту республикăра халĕ 9330 тенкĕпе танлашать/ 1,5 сумминчен е 13995 тенкĕрен, виçĕ çынран тăракан çемьен 41985 тенкĕрен иртмелле мар.

Патшалăх пулăшăвне тивĕçмешкĕн çемьене кăçал пĕрремĕш çĕнĕ кайăк килнĕ ашшĕ-амăшĕн НФЦна е районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пая заявлени памалла, çумра паспорт, ача çурални çинчен свидетельство ?опека çирĕплетни çинчен йышăннинчен çырса илни/ тата çемье членĕсен заявлени паричченхи календарлă 12 уйăхри тупăшĕ çинчен справка пулмалла. Тупăш шутне налук, шалу, преми, пенси, социаллă пособи, компенсаци, алимент, стипенди тата ытти те кĕреççĕ.

Тÿлевпе тивĕçтерме ыйтса çырнине ача 1,5 çул тултариччен кирек хăш вăхăтра та пама юрать. Анчах асра тытăр: пепке çуралнăранпа 6 уйăх иртиччен çитерсен пособие вăл çуралнă кунранах палăртаççĕ, каярах юлсан — ыйтса çырнă датăран кăна.

Пособие пĕр çуллăх шутлаççĕ, асăннă тапхăр иртсен ача 1,5 çул тултариччен патшалăхăн хушма пулăшăвне тивĕçмешкĕн заявление тепĕр хут памалла. Хальхи вăхăт тĕлне районти социаллă хÿтлĕх органне 6 çын заявлени панă, вĕсем патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 185646,1 тенкĕлĕх тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Кăçал уйăхри тÿлев 8910 тенкĕпе танлашать.

И.АНИКИНА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code