«Ял малашлăхĕпе ырлăхĕшĕн, халăх шăпишĕн чун-чĕререн тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ çын», — çакăн евĕр шухăш çирĕпленсех вырнаçрĕ пуçăмра Тÿскел ялĕн старостипе Дмитрий Судаковпа курса калаçнă хыççăн.
Çамрăкăн ырă та пархатарлă енĕсене курса ахальтен мар Тÿскел ялĕн халăхĕ пурте пĕр саслă пулса ăна 2010 çулта Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ пулма çирĕплетнĕ. Халăх шанăçне тÿрре кăларса пыраканскере 2015 çулта тепĕр хут суйланă.
— Ял старостин тилхепине хăçантанпа тытса пыратăн? — ыйтатăп унăн ĕçшĕн çунса тăракан куçĕсенчен тинкернĕ май.
— 2013 çултанпа.
— Халăх ял ертÿçи пулма тĕрĕсленмен çынсене суйламасть. Районти ялсенче ытларах çак пысăк яваплăхлă тивĕçе ĕмĕр тăршшĕпе пархатарлă ĕçпе палăрса ят-сум çĕнсе илнĕ тивĕçлĕ канури хисеплĕ çынсем пурнăçлаççĕ. Эсĕ çап-çамрăклах мĕнпе çĕнсе илме пултартăн ял халăхĕн шанăçне?
— Эпир, ял çамрăкĕсем, 2001 çултанпа ял уявне ирттерме пуçларăмăр. Вырăнти çынсем çеç мар, кунта çуралса ÿснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешĕмĕрсем те ырласа йышăнчĕç пуçарăва. Уяв çÿллĕ шайра иртнине, вăл тĕрлĕ çĕре саланнă ентешсене пĕр чăмăра пухса пĕр-пĕринпе курнăçма май панине, тăванлăхпа туслăха çирĕплетнине, ăна тата та анлăрах туса пымаллине те палăртнă май вăй çитнĕ таран пулăшса пычĕç, пыраççĕ те. Уява çулсеренех чăваш эстрада çăлтăрĕсене йыхравлатпăр. Шăп çак çулсенче Вениамин Игнатьев ертсе пыракан «Шуçăм» ансамбль те хастарлăхне ÿстерсех пычĕ. Асăннă тапхăрта ял халăхĕпе уйрăмах тачă çыхăну тытни пĕр-пĕрне çывăхрах пĕлме май пачĕ пуль.
— Депутата тата ял старостине суйланнă хыççăнхи пуçаруллă ĕç-хĕл çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрсам, Дмитрий.
— Пирвайхи пысăк ĕçсенчен пĕри ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ тапхăртан пуçланчĕ. Çăва çинчи чăтлăх евĕр ÿссе кайнă йывăç-тĕмсене тасатсан масар территорине ÿстерсе карта тытрăмăр. Çакăн хыççăн масар çуртне тăвас тĕллев çуралчĕ. Кунтах часавай çĕклеме сĕнекен шухăш та пулчĕ. Асăннă шухăша Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр атте те ырларĕ, вăл пулăшса пынипе проект хатĕрлерĕмĕр. Пархатарлă ĕçе пурнăçлас тĕллевпе Шупашкар тата Чăваш Митрополитĕнчен Варнавăран пил илме кайсан владыка пире часавай-чиркÿ тусан питĕ лайăх пулнине хыпарларĕ, ăна Хусанти Турă амăшĕн ятне пама сĕнчĕ, ĕçе кал-кал пурнăçлама пил пачĕ. 2012 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче часавай-чиркÿ никĕсне хыврăмăр. Пурте пĕр шухăшлă пулнăран, пысăк хавхаланупа Турă пулăшнипе тата халăх тăрăшнипе кĕске вăхăтра хута кайнă часавай-чиркĕве 2014 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче уçрăмăр, ăна Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан сăвапларĕ.
Ялта культура çурчĕ çукки те канăç памастчĕ халăха. Республикăра «Вырăнти культура çурчĕ» проект хута кайсанах эпир унта хутшăнтăмăр. Çак программăна йышăниччен 3 çул маларах культура çурчĕн проектне хатĕрлесе ăна экспертиза витĕр кăларни пирĕншĕн меллĕ те пулчĕ, çавна май асăннă программăпа çĕкленекен республикăри пĕрремĕш нумай функциллĕ культура çуртне пирĕн ялта турĕç.
Тепĕр пысăк та сăваплă ĕçсенчен пĕри — вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă ял варринчи палăка, ун таврашне тĕпрен юсани. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле палăк умне пыракан сукмака брусчатка сартăмăр, палăк умне карта тытса çавăртăмăр. Кунта пире Леонид Григорьев уйрăм предприниматель пысăк пулăшу пачĕ, вăрçăран таврăннă хыççăн вилнĕ ветерансен ячĕсене икĕ стела çине çырса вырнаçтарса пачĕ.
— Мĕнлерех пулмалла этемĕн? Ĕç ăнăçлăхĕ мĕнре-ши?
— Çыннăн хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăхшăн, çĕршывшăн патриот пулмалла, тăван ялшăн тăрăшмалла, тÿрĕ те таса кăмăлпа пурăнмалла. Ĕç ăнăçлăхĕ вара халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса тата пĕр тĕллевпе вăй хунинче, ырă шухăшлă пулнинче, тĕллеве вĕçне çитерме пултарнинче, ĕçе пуçăничченех унăн вĕçне курма пĕлнинче. Тавах ял-йыша, тус-юлташсене мана ăнланса пулăшса пынăшăн.
— Çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсемпе паллаштарсам.
— Пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕнче палăртнă программăпа килĕшÿллĕн хута янă культурăпа кану паркĕнче, ача-пăча площадкинче вĕçлемелли ĕçсем пур-ха. Ялти шыв башнине юсаса çĕнетесси те çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри.
Дмитрий Судаков «Чувашэнерго»-«МРСК Волги» ПАОн Елчĕкри филиалĕнче мастерта тăрăшать. Вăл 1978 çулта Николай Георгиевичпа Галина Анатольевна Судаковсен çемйинче кун çути курнă. Шкул хыççăн 1995-1998 çулсенче Шупашкарти политехника техникумĕнче вĕренсе электрик профессине, 1999-2004 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра электроэнергетика факультетĕнче вĕренсе инженер профессине алла илнĕ. 2011 çулта çемье тĕвĕленĕ, Наталия мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.
Дмитрий Николаевич 2009 çултанпа хăй тăрăшакан организацинче ăсталăха палăртакан конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса пырать. Обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывнăшăн, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче пысăк тăрăшулăхпа палăрнăшăн ял тăрăхĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕсенчен, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕнчен тивĕçнĕ хисеп хучĕсен шучĕ те çук. 2017 çулта Елчĕк ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçрĕ ял старости. Кăçал вăл «Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет пĕрлешĕвĕ» конкурсăн «Чи лайăх ял старости» номинацийĕн çĕнтерÿçи пулчĕ. Çавна май апрелĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕн аллинчен Станислав Николаевран пĕрремĕш степень диплома тивĕçрĕ.
Елена ПЕТРОВА.