Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир кĕтет

Уй-хир кĕтет

Ял çыннин ĕçри ăнăçлăхĕ çанталăкран нумай килет. Черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама каярах юлнин пĕтĕм сăлтавĕ те — çанталăк условийĕнче.

— Иртнĕ çул апрелĕн 19-мĕшĕ тĕлне кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксен 630 гектар лаптăкĕнче нÿрĕк тытса хăварма ĕлкĕрнĕ пулсан, кăçал çак ĕçсене тăвассин вăхăчĕ тăсăлать, — тет «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи Александр Владимиров тĕп агроном. Çут çанталăкпа тупăшаймăн…

Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсем паян тесен паянах акана тухма хатĕр, вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн яваплăхне лайăх пĕлет, ăнланать. Пĕр сменăра 100 гектартан кая мар ĕç калăпăшĕ пурнăçлакан хăватлă ака комплексне Владимир Борисов кăçал та тухăçлă ĕçлеттерме пултарасса дирекци шансах тăрать. Ăна яланхи пекех пĕрремĕш бригадăна тыр-пула акма çирĕплетнĕ. Рудольф Федотов — иккĕмĕш, Николай Илеменев — виççĕмĕш, Валерий Охотинпа Виталий Дмитриев тăваттăмĕш бригадăсенчи механизаторсем, вĕсем те тĕп ĕçшĕн хăйсен умне пысăк яваплăх илеççĕ. Ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан улттăмĕш агрегат — питех те кирлĕ вăхăтри лару-тăрура усă курмалли — запасри шутланать. Ăна Александр Можаева çирĕплетсе панă. Нимĕн те калаймăн, «хурçă утсен» хуçисен ĕçри ăсталăхĕ пурин те пысăк.

Çулталăкри яваплă ĕçе пурнăçлама хатĕрленсе уйăх пуçламăшĕнче тракторсемпе прицепсене, пурĕ 41 единица, графикпа килĕшÿллĕн патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Ĕнер пулса иртнĕ техосмотрта 30 единица автомашинăна допуск панă. Çакна шута илес пулсан, ака вăхăтĕнче техника енĕпе чăрмав пулмалла мар, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те çителĕклĕ кÿрсе килнĕ.

Малтанах çирĕплетнĕ ĕç планĕпе çуртрисене — 1209, пĕр çул ÿсекен курăксене 1621 гектар акса хăвармалла. Кĕр тыррисем 1000 гектар йышăнаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн пĕтĕмпе усă куракан çĕр лаптăкĕ 5084 гектар шутланать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма 7500 центнер вăрлăх хатĕрленĕ. Вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ пулин те, кăçалхи çанталăк условине — хĕл ытлашшиех сивĕ пулманран çĕр тарăн шăнманнине шута илсен, пĕтĕм вăрлăха им-çамласа акма кирлине специалистсем лайăх ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен тарăн шăнман тăпрара тĕрлĕ чир-чĕр бактерийĕсем аталанма пултарасси, хурт-кăпшанкă та çителĕклех сыхланса юласси паллă. Çак кунсенче ятарлă ушкăн тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене им-çамлас ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ.

Кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарма тухнă, ăна кирлĕ пек йĕркелесе пырасси те çанталăкран нумай килет.

…Çумăрĕ те вăхăтлă çурĕ. Ун хыççăн ăшăтса анчах яринччĕ. Ял çынни кĕтнĕ, ĕмĕтленнĕ пек пулсан тыр-пул никĕсĕ агротехника йĕрки ыйтнă пек — пахалăхлă пулмалла…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Сергей Скворцов, Сергей Муллин, Рудольф Федотов механизаторсем кирек хăш çанталăкра та хавхалануллă кăмăл-туйăмлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code