Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Частник» тĕрĕслет

«Частник» тĕрĕслет

Чăваш Республикинче шутланса тăракан тракторсен 60 проценчĕ уйрăм çынсене тивĕçет. Вĕсен хисепĕ кашни çул ÿссех пырать.

Пысăк тата йывăр тракторсен тĕлĕшпе уйрăмах çирĕп ыйтнăран вĕсене çулсерен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Шел пулин те, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕнче çирĕплетнĕ йĕркерен – техника тĕрĕслевĕнчен пăрăнма хăтланакан граждансем те сахаллăн мар. Çакна та йышăнма тивет: хăй тĕллĕн çÿрекен техника хатĕрĕсене ĕçлеттернĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни мĕн тери пысăк инкек патне илсе çитернине час-часах курма тивет. Çул-йĕр çинче пулакан хăрушлăха чакарас тĕллевпе патшалăх техника асăрхавĕпе ГИБДД сотрудникĕсем хутшăннипе республикăра июнĕн 1-10-мĕшĕсенче «Частник» ятпа профилактика мероприятийĕ иртет.

Çак яваплă ĕçе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăнса ĕçлесен анчах çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулнине ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен, пытармалли çук, хальхи вăхăтра уйрăм хуçалăхсенче усă курма юраман – утилизацилеме вăхăт çитнĕ транспорт хатĕрĕсем пуррине те пĕлетпĕр. Çын сывлăхне, тăван тавралăха пысăк сиен кÿме пултаракан çак транспорт хатĕрĕсенчен вăхăтра хăтăлнинчен лайăххи пулмĕ.

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code