Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манас марччĕ никама та

Манас марччĕ никама та

Вилĕмсĕр полк! Кашни полкра, дивизинче, бригадăра уявсенче ялав йăтса тухнă чухне ялав хыçĕнче ялавçăсен взвочĕ пырать /знаменный взвод/.

Вилĕмсĕр полкри ялавçăсен взвочĕн йышне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ 10-17 çулхи пионерсемпе комсомолецсене те кĕртмелле. Вĕсем çак хисепе тивĕçлĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕрех парăмра. Асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем, амăшĕсемпе ашшĕсем! Пăхса илсемĕр хăвăрăн 10-17 çулхи ачăрсем çине. Шăп вĕсемпе пĕр çулхи çынсем хаяр та каварлă, пăшаллă тăшмана хирĕç çитĕннисемпе пĕрле çапăçнă, çĕнтерÿ никĕсне хывнă. Ыйтусем, ыйтусем… Мĕншĕн паян шкул ачисем вăрçăра вилнĕ паттăрсем пирки сахал пĕлеççĕ? Хăшĕ-пĕри партизан кам тесен хуравлаймасть. Мĕншĕн шкулсенче çамрăк патриотсем пирки хыпарлакан стендсем хатĕрлемеççĕ? Уйăхра пĕр е икĕ паттăрлăх урокĕ ирттерме пулатех вĕт-ха. Е чунтан тухмалли пулăма та çÿлтен пуçлăхсем хушасса анчах кĕтмелле-ши? Çĕнтерÿ кунĕнче çулталăкра пĕр хут ялав тытса утатпăр та патриотла воспитани парас ĕçре çакă çителĕклĕ тетпĕр-ши? Чунпа та, чĕрепе те, шухăшпа та, ĕçпе те таса пулнă, Тăван çĕршыва чун-чĕререн парăннă пархатарлă çамрăк паттăрсене асра тытни ачасемпе мăнуксене анчах мар, пире те, аслисене, питĕ кирлĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ сăваплă.

САША БОРОДУЛИН

Саша 15 çулта чухне вăрçă пуçланнă. Хăй пурăнакан вырăна фашистсем пырса кĕрсен, вĕри чĕреллĕ пионер тăшманпа пур вăйне хурса çапăçма çирĕп тĕллев тытнă. Чи малтанах çапăçусем иртнĕ вырăнта винтовка тупать вăл, унпа тăшмансен мотоциклистне персе вĕлерет те унăн автоматне те илет. Партизансен отрядне шыраса тупсан разведкăсене çÿреме пуçлать. Тăшманăн нумай çар техникине, салтакĕсене тĕп тăвать çамрăк партизан. Хăюллă, тавçăруллă ачана 1941 çулхи хĕлле хăрушă та яваплă задание пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Ялав орденне парса чысланă. Карательсем партизансен базине шыраса тупса отряда хупăрласа илес тĕллев лартсан командир каялла чакакан отряда хÿтĕлеме доброволецсене чĕнет. Саша стройран чи малтан тухса тăрать. Тăшмана хирĕç куçа-куçăн çапăçма пиллĕкĕн юлнă вĕсем. Ыттисем пурте вилсе пĕтсен те Бородулин каялла чакман, хăтăлма май пулсан та çумри вăрмана тарса пытанман. Хăюллă пионер патронĕсем пĕтичченех фашистсен çулне пÿлнĕ, юлашкинчен тăшман çавăрса илсен хăйне те, çывăхрисене те гранатăпа сирпĕтнĕ. Вăрçă хыççăн хăюллă пионера Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

 

ГАЛЯ КОМЛЕВА

Вăтам шкулăн пионервожатăйĕ Анна Петровна Семенова вăрçă пуçлансан Тарновичи ятлă поселокра /Ленинград облаçĕ/ тăшман тылĕнче ĕçлеме тăрса юлнă. Партизансемпе çыхăну тытма чи шанчăклă пионерсене явăçтарнă вăл, вĕсен йышĕнче Комлева та пулнă. Вуникĕ çулхи хĕр ача партизансем патĕнчен вожатăй валли хушусем илсе килсе тăнă, каялла тĕрлĕ хыпар, документсем илсе çитернĕ. Çăкăрпа, ытти апат-çимĕçпе те тивĕçтернĕ вĕсем партизансене. Галя Комлева Таисия Яковлева комсомолкăпа пĕрле çĕрле листовкăсем çырса вĕсене поселок тăрăх салатма та хутшăнать. Пĕринче вĕсене фашистсем йĕрлесе шыраса тупаççĕ, арестлеççĕ. Икĕ уйăх асаплантарсан та хĕр ачасем пĕр сăмах та каламаççĕ, хамăрăннисене сутмаççĕ. Ĕç тухманнине кура фрицсем пионерпа комсомолкăна персе вĕлереççĕ. Гальăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне /I степень/ парса чысланă.

 

МАРАТ КАЗЕЙ

Марат 1929 çулта большевиксен çемйинче çуралнă. Вăрçă пуçлансанах ашшĕ фронта тухса каять, амăшне нимĕçсем аманнă совет салтакĕсене пытарнăшăн тата сипленĕшĕн 1942 çулта çакса вĕлереççĕ. Çакăн хыççăн ача аслă аппăшĕпе Ариадăпа пĕрле партизансен отрядне шырама тухса каять. Çапăçусен вăхăтĕнче аппăшĕн икĕ урине те тăм илсен ăна самолетпа Пысăк Çĕр çине ăсатаççĕ. Марата пĕрле кайма сĕнсен ача отрядрах юлассине пĕлтерет. Арçын ача партизансен бригадин штабĕнче разведчик пулса тĕрлĕрен заданисене пурнăçлама çÿрет, рейдсене, тăшмана хирĕçле диверси ĕçĕсене хутшăнать.

Унăн паттăрлăхне çак тĕслĕх яр уççăн кăтартать. Фашистсен пĕр пысăк отрячĕ Белоруссинчи пĕр яла çыннисемпе пĕрлех çунтарса яма шут тытнă. Вĕсен çулне партизан-юланутçăсен пĕр ушкăнĕ /7 çын/ пÿлет. Хĕрÿ çапăçу пуçланса каять. Марат тăшмансене чараймассине туйса илет, никам хушмасăрах лаша çине утланать те фашистсем автоматран персе тăнине пăхмасăр пулăшу ыйтма отряда çитет. Пулăшу вăхăтлă çитнĕрен, ачан тавçăрулăхне тата хăюлăхне пула яла çунтараймаççĕ нимĕçсем, халăхĕ чĕрĕ юлать. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ача Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне /I степень/, «Хăюлăхшăн» /аманнă пионер партизансене атакăна çĕкленĕ/, «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. Разведкăран килнĕ чух пионер фашистсен засадине лекет, тыткăна лекес мар тесе хăйне гранатăпа сир-пĕтет. 1965 çулта ăна Совет Союзĕн Геройĕ ят панă.

 

ИВАН ГЕРАСИМОВ

Вун тăватă çулхи пионер артиллери дивизионĕнче тăшмана хирĕç салтаксемпе пĕр тан çапăçнă. Ашшĕ фронтра вилнĕ. Çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Унта амăшĕпе 3 йăмăкĕ те çунса кайнă тесе шухăшланă ача мĕн виличченех. Анчах та вĕсем сывă юлнă пулнă.

Йывăр çапăçура Ваня расчетри салтаксем пурте вилсе е аманса пĕтсен юлашки икĕ снаряда тăшман танкĕ çине персе ярать. Дивизион комиссарĕ Филимонов, аманса хускалайманскер, çакна йăлтах курса выртнă. Ачан сулахай чавсине осколок лексе амантнă пулсан та вăл сывă аллипе нимĕçсем енне гранатăсем ывăтнă. Каярах снаряд осколокĕ унăн сылтăм аллин лаппине татса ывăтнă. Арçын ачана вилчĕ пулĕ тесе шухăшланă. Анчах та тăшманăн пĕр танкĕ артиллеристсен позицине пырса кĕрсен, Ваня Герасимов çĕкленнĕ, алă лапписĕр юлнăскер гранатăна сылтăм аллипе хĕстерсе танк айне выртнă, ăна сывлăша сирпĕтнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула ача наградăсене тивĕçмен.

 

НАДЯ БОГДАНОВА

Надьăна фашистсем икĕ хутчен вĕлернĕ. Юлташĕсем нумай çул хушши хĕр ача вилнĕ пуль тесе пурăннă, ăна асăнса палăк та лартнă.

Вунă çул тултарса ĕлкĕреймен хĕр ача партизансен отрядĕнче разведчик пулнă. Пĕчĕкскер, хытканскер нимĕçсен хушшинче ыйткалакан пек çÿренĕ. Мĕн курнине тата илтнине астуса юлнă – йăлтах партизансене пĕлтернĕ. Çитĕннисемпе пĕрле фашистсен штабне салатнă, чукун çул çинче нимĕçсен эшелонне сирпĕтнĕ, тĕрлĕ объектсенче минăсем лартса хăварнă.

1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Надьăна Ваня Звонцов пионерпа пĕрле арестленĕ. Вĕсем Витебск хулинче /Беларусь/ Хĕрлĕ ялав çакнă пулнă. Ачасене шомполпа /пăшал кĕпçине тасатмалли тимĕр патак/ хĕненĕ, чылай асаплантарсан та нимĕн те каламаннине кура иккĕшне те персе вĕлерме шăтăк умне тăратнă. Вăйран кайнă хĕр ача палачсем залп париччен çур çеккунт маларах шăтăка ÿкнĕ, çавăнпа ăна пуля лекеймен. Ваня тÿрех вилнĕ. Фашистсем вĕсене çĕрпе хупламан, шăтăка вилесем тулсан анчах хуплама тĕв тытнă пуль. Каярах ял çыннисем Надьăна шăтăкран кăларса сыватнă – вăл каллех тăшмана хирĕç кĕрешме пуçланă.1943 çул вĕçĕнче иккĕмĕш хут тыткăна лекнĕ хĕр, татах асаплантарнă, хĕллехи сивĕре сивĕ шывпа сапса çурăмĕ çине пилĕк вĕçлĕ çăлтăр çунтарса ÿкернĕ. Кайран вăл вилнĕ пулĕ тесе пăрахса хăварнă – васканин сăлтавĕ яла партизансем тапăнса кĕнипе те çыхăннă пулнă. Надя хальхинче те сывă юлнă, анчах шалкăм çапнăран куçĕсем курми пулнă. Вăрçă хыççăн Одессăра ĕçленĕ Филатов академик хĕре сиплесе курмалла тунă. Çакăн хыççăн тин юлташĕсемпе тĕл пулнă вăл. Надя Богдановăна Хĕрлĕ Ялав тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе /I степень/ наградăланă.

 

ЗИНАИДА ПОРТНОВА

Зина 1926 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă умĕн Ленинградран Витебск облаçĕнче пурăнакан асламăшĕ патне хăнана кайнă пулнă. Вăрçă пуçлансан кунта комсомолецсемпе çамрăксен организацийĕ йĕркеленет, хĕр ачана комитет членне суйлаççĕ. Зина листовкăсем салатма хутшăннă, разведкăсене çÿренĕ. 1943 çулта черетлĕ разведкăран таврăннă чух ăна Мостище ялĕнче пĕр сутăнчăк палласа илет те нимĕçсене пĕлтерет. Тем тĕрлĕ асаплантарсан та пĕр ыйту çине те хуравламасть Зина. Пĕринче допрос вăхăтĕнче вăл сĕтел çинчи пистолета ярса илет те гестаповеца персе пăрахать, унтан – пÿлĕме чупса кĕнĕ офицерпа салтака. Тарма хăтланнăскер уринчен аманать, кайран ăна асаплантарса вĕлереççĕ. Вилнĕ хыççăн паттăр хĕр ачана Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code