Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паха опыта – ĕçе

Паха опыта – ĕçе

Каркалар ялне çитичченхи çулăн сылтăм енче сарлака тинĕсĕн тулă пусси сарăлса выртать. Шăпах шăматкун çакăнта иртрĕ те районти ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнчи 1300 гектара яхăн çĕре Тутарстанри «Авангард» сахал яваплă общество арендăна илнĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Хамит Гиматдинов кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май, алла тухăçлă тыр-пул илес тесен агротехникăпа çыхăннă пĕтĕм мероприятие вăхăтлă тата пахалăхлă, хура пусă ĕçне çирĕп йĕркелемеллине палăртрĕ. Кĕрхи культурăсене акса туса илессине пăрахăçлани пусă çаврăнăшĕн процесне хирĕçлет. Çавна май кашни ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ кĕр акине ирттерессине кун йĕркинчен кăлармалла мар. «Авангардра» «канакан» 370 гектар çĕр лаптăкне пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ, халĕ вăхăтăн-вăхăтăн кăпкалатассине те йĕркеленĕ. Августăн 25-мĕшĕ хыççăнах акма тухасшăн вĕсем.

«Авангардсем» иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ пирĕн тăрăхра. Пуçласа пырсан Каркаларсем шанăçсăрлăх пирки те сăмахланă:

– Ма килнĕ эсир? Кунта нихăçан та тырă йĕркеллĕ туса илмен.

Çак сăмахсене калакансем халĕ тĕлĕнеççĕ-тĕр. Çурхи тулă уйĕ тап-таса. Пĕр метр çÿллĕшне кармашнă. Çум курăксене тата хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешессине тĕп вырăна лартнă – ку лаптăка икĕ хутчен им-çамланă. Виççĕмĕш хутчен сапма кирлех пулман, мĕншĕн тесен вăл пур енлĕн тивĕçтерет.

Им-çама эффективлă усă курас тĕлĕшпе чылай уйрăмлăха шута илни кирлĕ. Çĕнĕлĕхе мала хуракан хуçалăх ĕçченĕсем ятарлă резервуарта шыва тивĕçлĕ шая çитиччен ăшăтаççĕ, им-çама ярса ирĕлтереççĕ. Унсăр пуçне, апатлантариччен, шывăн тасалăхне, хытăлăхне, йÿçĕклĕхне тĕрĕслеççĕ. Пирĕн хуçалăхсенче еплерех;

Сахал яваплă общество Тутарстанри хăйĕн çĕрĕ çинче те агротехника йĕркисене çирĕп пурнăçлать, çĕнĕ технологипе анлă усă курать. Вĕсем элита тулла 2-мĕш репродукциллирен каяраххине акма тăрăшмаççĕ. Кунта сортлăх тырă сутлăх валли те пур. Вырăнта ĕç çи хĕрсе пынă май пăрçа тухăçĕ гектар пуçне 33-35, урпа 55,2 центнерпа танлашнă.

– Эпир те начар ĕçлеместпĕр, – хăйĕн шухăшне уçрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. – Çапах та «Авангардăн» паха опытне ĕçе кĕртсен шанăç пысăкрах пулĕ. Кĕр тыррисене акма та хăрамалла мар.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тĕл пулура «Çемье фермерĕ» программа пирки те сăмах хускатрĕ. Регион шайĕнче ĕçлекен проектпа килĕшÿллĕн 70 миллион тенкĕ таран грант илме май пур. Анчах та хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисене документаци ыйтăвĕ шиклентерет-ши – конкурса хутшăнакан питĕ сахал. Тепĕр тесен вăл та тĕрĕсех пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче бухгалтер е экономист çукпа пĕрех. Асăннă специалистсем тата инженер, агроном çукки те производствăна кирлĕ шайра йĕркелеме чăрмантаратех.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code