Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕç

Çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕç

Апрелĕн 19-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов пулчĕ, Тăрăм ял тăрăхĕн активĕпе курнăçрĕ.

А.Вязов нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăх хуçисемпе ресурспа тивĕçтерекен организацисем хушшинче тÿрремĕнех килĕшÿ йĕркелесси, ялсенче экологи субботникĕсем ирттересси, йывăç-тĕм лартасси, çулсем çывăхĕнчи лаптăксене, масарсене тасатасси тата ытти ыйтусем çинчен чарăнса тăчĕ. Кăçал апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа майăн 21-мĕшĕччен пĕтĕм Раççей шайĕнче «Симĕс çуркунне-2018», апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен «Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем», апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен «Пирĕн юхан шывсемпе кÿлĕсен таса çыранĕсем» акцисем иртеççĕ.

Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитет. Çавна май ăна тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерсе ярассипе пурнăçламалли тĕп тĕллевсене те сÿтсе яврĕç тĕл пулура. Калаçу «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пирки те пычĕ. Унта кашни çын чун-чĕре ыйтнипе хастар хутшăнса ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен тата сусăр ачасене пулăшни сăваплă. Пухăннă укçа-тенке больницăсем валли çĕнĕ оборудованисемпе препаратсем, вĕренÿ учрежденийĕсем тата ача çурчĕсем валли сĕтел-пукан туянма та усă курĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code