Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Диктант çырса паттăрсене пуç таятпăр

Диктант çырса паттăрсене пуç таятпăр

Республикăра пурăнакансем «Çĕнтерÿ диктанчĕ» çырчĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркеленĕ площадка диктант çыракансен шучĕпе чи пысăкки пулчĕ. Вĕсен йышĕнче – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин пуçлăхĕн заместителĕ Николай Владимиров.

Пухăннисене саламланă май Олег Николаев çакнашкал акцисем халăхра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă астăвăма упрама пулăшни çинчен каланă. Вăл чăваш халăхĕн тылри паттăрлăхне, çав шутра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тунă чухнехи харсăрлăхне пайăррăн палăртнă. Çак çулсенчи пин-пин хĕрарăм, ватăсем, хĕрсемпе каччăсем кĕске вăхăтра питĕ пысăк ĕç пурнăçланă. Тăшман çулне пÿлмелли нумай километр тăршшĕ сооружени строительстви – халăхăн ĕçри пысăк паттăрлăхĕ. Ăна хисеплемелле, асра тытмалла.

Кăçал «Çĕнтерÿ диктантне» хутшăннисен йышĕ чăннипех пысăк пулнă – акцие ирттерме пуçланăранпа чи пысăкки. Площадкăсене пĕтĕм республикипех йĕркеленĕ.

– Çĕршыври Çĕнтерÿ кунĕ умĕнхи чи пысăк акци, – терĕ университет ректорĕ, «Истори астăвăмĕ» проект координаторĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен суйланнă депутачĕ Андрей Александров. – Çак акцие вăрçă нушине 1418 кун тÿснĕ, пуç усмасăр кĕрешнĕ асаттесемпе асаннесен ăрăвне пуç тайни вырăнне хурса хаклатпăр. «Çĕнтерÿ диктанчĕ» валли уйăрнă 45 минутра нумай çул каяллахи вăрçă çулĕсенчи пулăмсене, халăхăн Сăр тата Хусан оборона чиккисен строительствипе çыхăннă паттăрлăхне аса илĕпĕр. Иккĕленместĕп, çак акци нумайăшне çĕннине пĕлме, тавракурăмне анлăлатма пулăшĕ.

«Çĕнтерÿ диктантне» хутшăннипе çыхăннă шухăш-кăмăлĕпе тĕп хула пуçлăхĕн заместителĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» депутатсен Шупашкар хула пухăвĕнчи фракцийĕн ертÿçи Николай Владимиров паллаштарчĕ:

«Паян «Çĕнтерÿ диктантне» виççĕмĕш хут çыратăп. Маншăн ку кашнинчех чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Диктант ыйтăвĕсем çуллен кăткăсланса пыни палăрать. Çакă вара историпе çыхăннă кĕнекесене тепĕр хут вулама, хамăрăн çар пуçĕсене, Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене аса илме хистет. Пирĕн хамăрăн историн çутă страницисене те, хурлăхлă саманчĕсене те пĕлмелле. Çамрăксемшĕн çакă пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ».

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова Иккĕмĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă истори чăнлăхне упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ:

– «Çĕнтерÿ диктантне» хутшăнма кăмăл тунисене пурне те тав тăватăп. Хамăр паян çакăнта килнине пысăка хурса хаклатпăр. Ку – эпир Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историне çĕнĕрен çырма никама та паманни çинчен тĕнче илтмелле пĕлтерни. Çак чăнлăха тĕнчене кашнин каламалла. Кăçал Чăваш Енре акцие хутшăнмашкăн 400 яхăн площадка йĕркелеме пултарнăшăн чунтан савăнатăп. Çакă пирĕн республикăра Тăван çĕршыв историне лайăх пĕлнине, ăна куç пек упранине çирĕплетет.

Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акци кăçал виççĕмĕш хут иртет. Ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Раççей истори обществипе, Раççей çар историйĕн обществипе, Раççейри Ветерансен союзĕпе тата «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» юхăмпа пĕрле йĕркеленĕ. Унсăр пуçне диктантпа пĕрлех йăлана кĕнĕ йĕркепе «Çĕнтерÿ çырăвĕсем» акцие старт панă. Акцие хутшăннисем ветерансем ячĕпе тав сăмахĕсем çырнă. Çак çырусене волонтерсем Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçă паттăрĕсене алăран тыттарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code