Хамăр пурăнакан тата ĕçлекен çуртсен территорийĕсенчи тасалăхшăн тăрăшасси пирĕн кашнин тивĕçĕ. Экологи субботникĕсем ирттерессипе районта ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕк ен хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем çурт-йĕр территорине тирпей-илем кĕртрĕç.