Хальхи вăхăтра çурхи призыв кампанийĕ пырать /вăл ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать/.
Ку призывра 1991-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем салтак атти тăхăнĕç. Хальхи вăхăтра пулас салтаксене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларас тапхăр пырать.
Служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех пĕр çулталăкпа танлашать.