Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ офтальмологи оборудованийĕ

Çĕнĕ офтальмологи оборудованийĕ

«Шкул медицини» федераци проектне хутăштарнă Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Сывă куç» проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх сыхлавĕн 28 пунктне уçма палăртнă.

Проекта 8 районти вĕренÿ учрежденийĕ кĕнĕ, çав шутра Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул та пур. Нумаях пулмасть кунта çĕнĕ йышши офтальмологи оборудованийĕ кÿрсе килнĕ.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, шел пулин те, юлашки çулсенче ачасенче çамрăкранах асăрхакан миопати чирĕ — инçетрен курманнин тĕслĕхĕсем нумайлансах пыраççĕ. «Сывă куç» проект ĕçе кĕни куç курманнипе чирлекен ачасене вăхăтра тупса палăртма тата сыватма майсем туса пама пулăшмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code