Пятница, Октябрь 19, 2018
Главная > Общество и право > Интернет. Ырă е усал?

Интернет. Ырă е усал?

Интернет теми питĕ çивĕччисен шутĕнче пулнине шута илсе республикăра анлă лару иртнĕ. Унта оперативлă штаб комиссийĕн тата вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Ларура Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов сăмах илнĕ. Вăл шкул ачисемпе студентсем хушшинче Интернетри хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтăва тăтăшах хускатма, вĕрентекенсене ачасем кĕрекен сайтсене тĕрĕслесех тăма сĕннĕ. Кун пирки ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмаллине палăртнă.

Интернетри тĕрлĕ сайтсенче иккĕленÿллĕ информацисене «лайк» пуснипе е страницăна вырнаçтарнипе, репост тунипе суд тенкелĕ çине ларма пултарнине те асрах тытмаллине каланă. Çакă чи малтанах экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçÿ çуратакан хыпарсене, сăн ÿкерчĕксемпе видеоматериалсене саракан информацисене пырса тивет.

А.АДЮКОВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code