Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление глав района с праздником Весны и Труда!

Поздравление глав района с праздником Весны и Труда!

Хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшÿпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннисене хисеплени, ĕç йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пыни — патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тÿпине хывать.

Тÿрĕ те таса тăрăшуллă ĕçшĕн саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатпăр, çемйĕрсенче яланах ырăлăх, юрату, ăнлану, канăçлăх хуçалантăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ     И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code