«Паха тĕрĕ» фабрикăн филиалĕ Елчĕкри çĕршер çынна ĕçпе тивĕçтерме пултарнă. Пĕр вăхăт филиал Елчĕкри кирпĕч завочĕ çинче те шутланса тăратчĕ. Ун чухне тенкел виткĕçĕ, тутăр, шарф çыхнă. Филиал ертÿçин тивĕçĕсене Г.Волков пурнăçлатчĕ.
1971 çул пуçламăшĕнче филиалăн тепĕр участокĕ уçăлчĕ. Ун чухне мастерта Тÿскелĕнчи З.Иванова тăрăшнă. 1981 çулта мана аслă мастер пулма çирĕплетрĕç. Тĕп цех хальхи сĕт-çу завочĕн лаптăкĕнче вырнаçнăччĕ. Ун чухне Е.Васильева /Тÿскел/ мастер, В.Герасимова /Елчĕк/ склад заведующийĕ, И.Смирнова /Акчел/ упаковщица тивĕçĕсене пурнăçланă. Каярах çар комиссариачĕн картишĕнчи цехра 16 çын пир тĕртнĕ, иккĕшĕ — В.Демьяновăпа Н.Блинова шÿрĕ тунă.
1982 çулта К.Скворцова килĕнче тепĕр цех уçăлчĕ, унта пиллĕкĕн пир тĕртнĕ. Çулталăкран Р.Краснова килĕнче те цех ĕçлеме тытăнчĕ. 1984 çулта Таяпа Энтри ялĕнче кресло виттисем тĕртекен цехра ĕç вĕресе тăратчĕ. Ултă цехра 120 çын ытла вăй хуратчĕ. Çавăн пекех килте пир тĕртекенсем те сахаллăн пулман. Урайне сармалли палассем, кресло виттисем, сĕтел сармисем, салфеткăсем пиншер штук тĕртнĕ. Çипписене Кÿкеçрен турттарса килнĕ. Хатĕр продукцие те унтах леçнĕ. Умри плансене Н.Петрянкина, В.Добронравова, Н.Егорова, А.Сусметова яланах ирттерсе пурнăçлатчĕç.
Района Илпек Микулайĕ çыравçăн хĕрĕ Александра Ильбекова художник килсе çÿретчĕ. Пире тĕрлĕрен эрешсем тума вĕрентетчĕ.
Ун чухне организацисемпе предприятисем хушшинче тĕрлĕрен смотр-конкурссем йĕркелетчĕç. Эпир те, филиал ĕçченĕсем, пĕр мероприятинчен те аякка юлман. Районти ялсенче концерт, спектакль лартаттăмăр. Л.Данилов пултарулăх ертÿçи çĕнĕрен те çĕнĕ программа хатĕрлетчĕ. КБОн фургонлă автомашини çине тиенсе миçе яла çитмен-ши концертпа; Пĕчĕк сценкăсемпе ташă-юрă, сăвă-кулă ăстисем тепĕр артистран та ирттеретчĕç. Репетицисене пир станокĕ хушшинчех ирттернĕ. Хамăр ĕç вырăнĕн территорийĕсене субботник туса тирпей-илем кĕртни те асрах. Профсоюз комитечĕ тăрăшнипе коллективпа Мускав, Киев хулисене те çитсе курнă эпир.
1994 çулта «Паха тĕрĕ» филиалĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайни те асрах. Икĕ хутлă çуртра В.Кудряшов ертсе пынипе 60 ытла çын ĕçе пикеннĕ. Пĕрремĕш хутра пир тĕртнĕ, иккĕмĕшĕнче – вырăн таврашĕ, арçын кĕпи, халатсем тата ытти тĕрлĕ япаласем çĕленĕ.
«Паха тĕрĕ» фабрики ĕçлеме пуçланăранпа 95 çул çитни пирĕн районта пурăнакансемшĕн те пысăк уяв.
Г.ЩИПЦОВА.
Елчĕк ялĕ.