Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье ăшши – чун ăшши

Çемье ăшши – чун ăшши

«Çемье» сăмах кĕске пулсан та унăн пĕлтерĕшне уçса парас тесен вĕçне-хĕрне тупаймăн.

Çав тери тарăн шухăшлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Кашни ачан пуласлăхĕ тăван çемьепе çыхăннă. Туслă çемьере ачасем пĕринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Çемьере çирĕп те хастар ăру çитĕнни ашшĕ-амăшне савăнтарать, ырă ят кÿрет. «Çемье ăшши – чун ăшши» тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем.

Пирĕн ват асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем ĕлĕк хутла пĕлмен, университетсенче вĕренмен. Апла пулин те хăйсен ачисене çав тери аван воспитани пама пултарнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев хăйĕн халалне çыричченех вĕсем вырăнти йăла-йĕркене тытса пынă.

Çемье ăшшине тытса тăраканĕ, йĕркелесе пыраканĕ кам тесе шутлатăр эсир; Анне! Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнет çак сăмах.

Анне пулсан — хĕвел питре,
Атте пулсан — кун-çул хитре.
Çемье пулсан — телей килте,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре…

Чылай çемьере ачасем халĕ лайăх условисенче ÿсеççĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ çапла каланине те илтме пулать: «Эпир ним курман вăхăтĕнче, нушасăр пуçне, халь ачасем савăнччăр, телейлĕ пулччăр» тата ытти те. Паллах, ачасене йывăрлăхсенчен те аякка сиретпĕр, чăвашсен пилĕсене те манса пыратпăр. Ман шутпа, паянхи çемьере те вĕсене пуçра тытни çăкăр пекех кирлĕ.

Пĕрремĕш пил: «Ĕçе хăнăх». Ĕçленĕ май ашшĕ-амăшĕ ачисене ăс панă, пурăнма вĕрентнĕ.

Иккĕмĕш пил: «Сывлăха упра». Ахальтен мар ĕнтĕ «Сывă ÿтре – сывă шухăш-кăмăл» тесе калаççĕ. Пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр, лăпкă калаçни, яланах ырă кăмăлпа çÿрени, пит çинче йăлтăр кулă çиçсе тăни те – пурте сывлăх.

Виççĕмĕш пил: «Ăслă-тăнлă пул». Паянхи кăткăс машинăсене ĕçлеттерес тесен нумай пĕлес, кĕнеке ытларах вулас пулать. Ахальтен мар чăваш халăхĕ ăса мала хунă, çапла каланă: «Ăс-тăн ылтăнран та хаклă».

Тăваттăмĕш пил: «Ырăпа ырă пул!» Ырри çĕнтерет, усалли пĕтерет. Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç. Ырă сăмах юмана та чун панă тет. Ыр сăмах каланипе чĕлхе хăрса ÿкес çук, тенĕ ваттисем.

Пиллĕкмĕш пил: «Туслăхра – вăй». Çак шухăшсем тĕрĕссине ваттисен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «Туслăх мултан та хаклăрах» е «Тусу хăвăнтан лайăх пултăр».

Улттăмĕш пил: «Тĕрĕслĕх – чи хаклă пуянлăх». Ултавăн ури кĕске. «Кукăр çулпа çÿресен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тÿрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей — тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть», — тенĕ И.Яковлев та хăйĕн халалĕнче…

Валерий ПЕТРОВ.
Лаш Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code