Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăпаран тарса пытанаймăн

Шăпаран тарса пытанаймăн

Район хаçачĕпе туслă çыхăну тытакан Юрий Гордеев статйисене тăтăшах пичете хатĕрленĕрен унăн почеркне тÿрех пĕлетĕп. Кашни сас паллине пĕрерĕн-пĕрерĕн çырса тĕрлĕ темăпа статьясем шăрçалать вăл. Унччен ытларах çырупа яратчĕ пулсан, юлашки çулсенче унăн хайлавĕсене Галя аппăшĕ кĕртсе парать.

Пирĕн харсăр ялкор инвалид иккенне тахçанах пĕлетĕп-ха, çапах унпа тĕл пулма тÿр килмен. Хальхинче вара хамăр хаçатăн çывăх тусĕн шăпипе кăсăкланса ятарласа Тăрăм ялне çитрĕм. Хĕл сиввисенче шăпах Галя аппăшĕн çемйинче пурăнать вăл.

Кушкăри Василий Андреевичпа Анна Гордеевна Гордеевсен туслă çемйинче кун çути курнă Юрий. Çемьере чи кĕçĕнни. Аппăшĕсемпе пиччĕшĕ хыççăн пĕчĕккĕллех кил хуçалăхĕнче ашшĕпе амăшне пулăшнă, портфель йăтса шкула чупнă, начар мар вĕреннĕ. Кĕнеке вулама юратнă. Сăн ÿкерчĕкпе интересленнĕ. Фотокружока çырăннă. Уйрăмах спортпа туслашнă. Физкультура предмечĕ чи юратни пулнă арçын ачан. Çуран чупма, футболла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă. Сакăр класс пĕтерсен Юрий Шупашкарти строительсен техникумне вĕренме кĕрес ĕмĕтпе унта заявлени панă.

Çуллахи шăрăх кун. Шкул ачисем каникулта каннă. Чылайăшĕ колхоза пулăшма тухнă. Юра та, шухă та çивĕч ача пулнăран, ĕçрен пăрăнман.

Касри шĕвĕрккесем вылянă май урамри пусăна кĕпе çăвакан порошок чăмтарнă. Пĕр кунхине арçынсем ăна тасатма тесе пуçтарăннă, анчах пусă тĕпне анакан тупăнман. Сакăр класс пĕтернĕ Юрăна, вăр-вар та харсăр пулнине кура, шурлăхра çÿремелли атă, фуфайка тăхăнтартнă та вĕренпе аяла антарнă. 6-7 метр тарăнăш пусăра юшкăнĕ пĕтичченех витре хыççăн витре тултарнă. 1 сехет иртсен те çамрăка никам та улăштарма шутламан. Ĕçе вĕçлесен çеç сиксе чĕтрекен арçын ачана пусăран вĕренпе туртса кăларнă. Кÿршĕ хĕрарăмĕ ăна пĕр стакан эрех сĕннĕ, анчах сакăр класс пĕтернĕ ача мĕн эрехĕ ĕçтĕр? Чĕтрекен ÿт-пĕвне эрехпе сăтăрнă пулсан, тен, усси пулатчĕ? Юрий ÿт-пĕвне ăшăтас тесе велосипедпа ял йĕри-тавра хытă ярăнса çÿренĕ. Йĕп-йĕпе тара ÿксен те шалта сивĕ хум вылянă.

Тепĕр виçĕ кунтан шăмăсен сыпписем йĕппе чышнă пек ыратнине чăтайманран аппăшĕсем шăллĕне больницăна илсе кайнă. Район больницинче, Шупашкарта сипленнĕ, малтанах тĕрĕс диагноз та лартайман. Çапла вара çамрăкăн пĕтĕм çунатлă ĕмĕчĕ пĕр самантра татăлнă. Часах урисем ăна итлеме пăрахнă, унтан аллисем. Вăл сусăра тухнă.

Малалла вĕренме каяйманшăн, пĕрремĕш юрату туйăмне куççульпе сÿнтерме тивнĕшĕн чун-чĕререн куляннă Юрий. Çапах кашни çутă куншăн савăнса ырра шаннă, малалла талпăннă. Тус-юлташĕсем ун патне калаçма, сывлăхне пĕлмелле кĕрсе пурнăç ăшшине парнеленĕ. Тăтăшах пÿртре ларас мар тесе урама тухма тăрăшса темле май та шутласа тупнă каччă. Тенкел çине ларса ăна сиктере-сиктере, шутарса пырса картишне тухнă. Урамра вара пĕри иртсе каять, тепри… Ялти хыпар-хăнартан тăрса юлмасть, пурте интереслĕ ăна, ун патне пырса калаçаççĕ. Учительсем тăрăшнипе Юрий каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ.

Пурăна киле чир шалтан шала кайса пынă. Чылай çул ĕнтĕ вăл халĕ урисене шутарса та утаймасть. Больницăра тăтăшах выртса сипленни те усса каймасть. Вырăн çинчен тăрайманскере хĕлле Галя аппăшĕ пăхать, çулла — тăван ялти аппăшĕ.

— Мĕншĕн пурăнатăп-ши эпĕ? Çынна кăна нуша кăтартатăп, — тет Юрий Васильевич ăраскалне кÿренсе.

Шăллĕ хăйне пăхакан пĕр тăванĕсене тав туса пĕтереймест.

— Шăпа çапла пÿрсен нимĕн те тăваймăн. Пĕр варта ÿссе çитĕннĕ çынна тăван пăрахмастех, — тет Галина Васильевна лăпкăн кăна.

Унăн куçĕ умĕнчен шăллĕ ыратнипе мĕнле нушаланни каймасть. Ăна, чăн та, çăмăл мар. Шăллĕне кăна мар, амăшне те хăйĕн хÿттине илнĕ ырă кăмăллă хĕрарăм. 88 çулпа пыракан Анна Гордеевна та хĕрĕн пулăшăвĕсĕр нимĕн те тăваймасть. Çитменнине тата хĕлле урине хуçтарнă вăл. Çывăх çыннисене пĕчĕк ачана пăхнă евĕр çитерет, ĕçтерет…

— Яшка çиеймест Юра. Вилкăпа чышса çимеллисене ытларах пĕçерме тăрăшатăп. Нушаланать пулсан та хăй çиет, — пĕлтерет Галина Афанасьева.

Мунча кĕртнĕ чухне вара кукамăшĕпе куккăшне Галинăн ачисем пулăшу аллине тăсаççĕ. Шурă халатлисем укол тума çырса парсан Галина Васильевна тăвать.

— Тăтăшах медсестрана киле чĕнеймĕн. Нуша кулач çитерет теççĕ вĕт. Теме те вĕренĕн, — тет 63 çулхи хĕрарăм сăпайлăн.

Пĕр пысăк пÿрт уйăрса панă амăшĕпе шăллĕне. Пÿлĕмре таса та çутă. Юрий вырăнĕ çумĕнче кĕнекесемпе журналсем нумай купаланнă. Пĕрре те ахаль ларасшăн мар вăл. Телевизор та кунĕпе йăлăхтарать.

— Пуçри «шариксем» тутăхса ан ларччăр тесе сканвордсен, кроссвордсен тупсăмне шыратăп, — тет вăл.

Калаçу вăраха тăсăлнă май тÿрех курăнчĕ — шÿтлеме юратать Юрий Васильевич. Тăван ен историйĕпе интересленет, район хаçачĕпе 30 çул ытла туслă çыхăну тытать.

— Пĕрремĕш заметкăна ăста алăллă хĕресне атте çинчен çырнăччĕ. Опытлă шоферччĕ вăл, — пĕлтерет пĕрремĕш ушкăн инваличĕ.

-Халĕ те пуçри шухăшĕсене кукăрăлса пĕтнĕ пÿрнисемпе, нушаланса та пулин çырать. Пÿрнисем нимĕн те туймаççĕ.

— Мĕн каламалли, çăмăл мар пурнăçран çăварти шăлсем те тухса тарса пĕтрĕç, — каллех шÿтлесе калаçрĕ 56 çулхи арçын.

Çу кунĕсене тăван ялта ирттерет Юрий. Урама тухса çÿреме хăйĕн укçи-тенкипе коляска туяннă вăл.

— Шăпаран тарса пытанаймăн. Мĕне пула мана çакăн пек пурнăç пилленĕ-ши çÿлти Турă? — тет вăл.

Ыйтусем нумай унăн, анчах кам хуравлĕ вĕсене?

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code