Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек ан пултăр

Инкек ан пултăр

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2017 тата 2018 çулсенче РФ УКăн 143, 216, 109 тата 118 статйисемпе килĕшÿллĕн производствăра ăнсăртран е асăрханмасăр пулнă инкексем пирки уголовлă ĕçсене мĕнле тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

Производствăра техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнин тĕслĕхĕсемпе иртнĕ çул — 23, кăçал 5 уголовлă ĕç пуçарнă.

Производствăра ăнсăртран пулнă инкексем пирки калас пулсан, иртнĕ çулсенче Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Муркаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Йĕпреç тата ытти районсенче уголовлă ĕçсем пуçарнă. Кăçал вара Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче тата Сĕнтĕрвăрри районĕнче çак сăлтавпа инкек пулнă ĕçе следовательсем тĕпченĕ. Елчĕк районĕнче кун пек пăтăрмах пулман.

Т.ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователь пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code