Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Паттăрсен ячĕсем упранĕç ĕмĕр!

Паттăрсен ячĕсем упранĕç ĕмĕр!

Георгий хăйăвĕ, гвоздикăсем, ветеран-фронтовиксен портречĕсем, ĕмĕр сÿнмен çулăм… Аслă Çĕнтерÿ кунĕн паллисем. 1418 талăка, 2600 километра тăсăлса пăшал сассипе кĕрленĕ, ял-хулана тата вăрман-çарана вут-çулăмпа çунтарнă хăрушă вăрçă сахал мар çын пурнăçне, телей-савăнăçне татнă, çемьесене аркатнă, ачасене тăлăха хăварнă.

Фашистла Германи ятарлă планпа килĕшÿллĕн Совет Союзне 3 уйăхра парăнтарма тĕллев лартнă. Анчах та Тăван çĕршывăмăра чунтан парăннă халăхăмăрăн паттăрлăхне пула эпир çак тан мар çапăçура çĕнтерме пултарнă. Тыл ĕçченĕн тÿпи те пысăк пулнă, вăл ырми-канми ĕçлесе фронта пулăшса пыни Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартнă. Нуша халăха пĕр чăмăра пĕрлештернĕ, пĕрле тÿссе ирттернĕ асап паян ветерансен ачисемпе мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен чĕрисенче те упранать.

Çавăнпах эпир, ылханлă вăрçăн кĕрлевĕ шăпланнăранпа чылай çул иртнĕ пулсан та, 9-мĕш май кунне яланах хумхануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă тĕп мероприятисем Елчĕк районĕнче май уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялти палăксемпе обелисксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç, ял халăхĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсене чысларĕ. Маларах уявсене вăрçăн юнлă-тусанлă çулĕпе утса тухнă ветерансем хăйсем хутшăнса иртнĕ çапăçусем пирки чуна витермелле каласа кăтартатчĕç тата вăрçă ÿкерчĕкĕсене куç умне кăларса тăрататчĕç пулсан, шел пулин те, паянхи кун чылай ялта пĕр вăрçă ветеранĕ те юлман, районĕпе те 15-ĕн анчах вĕсем. Çак кунах каçхине 20 сехетре район центрĕнче пурăнакансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса ирттернĕ çамрăксен митингне хутшăнчĕç. Вĕренекенсем тата аслисем чи малтанах воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан вĕсем факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса Тĕп лапамра чарăнчĕç. Пулас хÿтĕлевçĕсем çĕнтерÿçĕ салтака халалланă палăк çумĕнчи вĕçĕмсĕр çунакан çулăм умне гирляндăсем хучĕç. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем, культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсемпе воспитанникĕсем сăвăсемпе, юрă-ташăпа фронтовиксен паттăрлăхне сăнарларĕç. Пулас салтаксем çĕршыва мăн аслашшĕсем пекех хастар сыхлама, юратма сăмах пачĕç, ветерансене мирлĕ тÿпешĕн тата çутă куншăн тав турĕç. Асăну митингĕ хыççăн тÿпене тĕрлĕ тĕспе çĕкленнĕ фейерверк таврана çутатрĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çанталăк уяр та хĕвеллĕ тăчĕ. Елчĕкри Тĕп лапамра тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрÿ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕршывăн мирлĕ тÿпине хÿтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умĕнче иртенпех «Священная война», «День Победы», «Победа», «Журавли» вăрçă темипе çырнă тата ытти юрăсем янăрарĕç. Юрăсенчи кашни сăмах чĕресене сăрхăнса кĕрсе патриотлăха, Тăван çĕр-шыва юратас, унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланас тата ăна парăнса пурăнас туйăмсене вăйлатаççĕ.

Çĕршывăн кашни кĕтессинчех иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансен шучĕ районта çулран-çул ÿссе пырать. Хăшĕ-пĕри çемйипех хутшăнать унта.

— Çак акци вăхăта тата ăрусене çыхăнтарма май парать, патриотлăха вăйлатать. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен йышĕ чакса пырать пулин те халăх манмасть вĕсене. Чун-чĕре ыйтнипе кашни çулах хавас кăмăлпа утатпăр колоннăра, — палăртрĕç çак шухăша унта çулсерен хутшăнакансем.

Вилĕмсĕр полкпа пĕрле Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район кураторĕ — Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн ертÿçи Сергей Данилов та утрĕç, колонна Совет Союзĕн Геройĕсем А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе Тĕп лапамра чарăнчĕ. Кашни çын пĕр харăс урра! кăшкăрнăран, юрăсем юрланăран тавралăх кĕрлесе çеç тăчĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă савăнăçлă уяв «Журавли» юрăпа уçăлчĕ. Уяв хуçисем — ветерансем — чи сумлă вырăна вырнаçрĕç. Ертсе пыраканăн сасси таврана саланса чун-чĕрене хумхантарчĕ:

«Эс, амăш, ан кĕт ывăлна:
Килеймĕ тинех каялла…
Ÿкеймĕ кĕрсе ытамна,
Тăсаймĕ йăха малалла!
Эс, амăш, ан кĕт ывăлна!
Пуç хунă таçта — вăрçăра.
Саппун аркипе шăл куçна, —
Ах, пурнăç, ытла та кăра!

Чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырăлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ:

— Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир пурте хумханса тата савăнса кĕтекен уява — Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тăватпăр, ăна çывхартассишĕн пурнăçĕпе сывлăхне шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă тата тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран-фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене сума сăватпăр, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсене асăнатпăр. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакать. Паянхи кун районта 15 вăрçă ветеранĕпе инваличĕ, вăрçă участникĕн 80 тăлăх арăмĕ, 505 тыл ĕçченĕ пурăнать. Сирĕн умăрта эпир ĕмĕрех парăмра.

Салам сăмахĕсем çумне Елена Сапаркина, Сергей Данилов хутшăнчĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пынă май çĕнтерÿçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе тÿсĕмлĕхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç вĕсем.

Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. Культура ĕçченĕсем, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, Елчĕк шкулĕнче пĕлÿ илекенсем музыкăпа ташă композицийĕ урлă вăрçă умĕнхи, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тата Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ саманта сăнарласа пачĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсен ташши чун-чĕресене çĕклерĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ те нихçанхинчен мăнаçлăнрах янăранăн туйăнчĕ çак кун.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем тата тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса палăкпа обелиск умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Çитĕнекен ăру — çĕршыв пуласлăхĕ. Тĕп лапампа çамрăк армеецсен ушкăнĕсем мăнаçлăн иртни йăлана кĕнĕ чи хумхануллă самант. Вĕсене сăнанă май куç умне вăрçă хирĕ те, мирлĕ вăхăт та, паянхи кун çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн çар ретĕнче тăракансем те туха-туха тăраççĕ. Вĕренекенсене тата пĕрин хыççăн тепри иртекен вăрçă вăхăтĕнчи çар техникисене, мирлĕ пурнăçри транспорт хатĕрĕсене сăнанă май ветерансен куçĕсем куççульпе тулчĕç. Сăмах май, Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне те Елчĕк район каччисем çулсеренех хутшăнаççĕ. Кăçал çак сума Владимир Викторов, Егор Теллин, Антон Демьянов, Александр Смирнов /Елчĕк/, Илья Никифоров /Элекçей Тимеш/, Станислав Паймин /Тÿскел/ тата ыттисем те тивĕç пулни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк сум.

Спорт мероприятийĕсем уяв программине анлăлатрĕç. Çак кун Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев çуралнă Энтепе ялĕнче старт илнĕ «Энтепе-Елчĕк» велочупу участникĕсем Елчĕкри С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе уява килсе çитрĕç. Спорт тусне Николай Петрова асăнса çăмăл атлетсем тупăшрĕç. Çак ăмăртура хăйсен вăйне тĕрĕслес текенсем кăçал та йышлă пулчĕç. Футбол вăййин финалĕ те иртрĕ, Лаш Таяпасем Аслă Пăла Тимешсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç.

Тĕп лапамра Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ куçса çÿрекен курав та ĕçлерĕ. Халăх вăрçă çулĕсенчи салтаксен тумĕсемпе, çапăçу хатĕрĕсемпе, çырăвĕсемпе кăсăклансах паллашрĕ.
Уяв хыççăн ветерансене салтак кухни йыхравларĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă концерт малалла тăсăлчĕ…

ХАКЛАВ

Николай ГРИГОРЬЕВ. Кивĕ Эйпеç ялĕ:

— Кăçалхипе 6-мĕш хут йĕркеленекен «Вилĕмсĕр полк» акцие аттен — Лукиян Григорьевич Григорьевăн портретне йăтса тулли кăмăлпа хутшăнатăп. Вăрçăран таврăнма, 1970-мĕш çулччен пурăнма пÿрчĕ ăна шăпа. Çак акци Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварма, вăхăта тата ăрусене çыхăнтарма пулăшать. Салтакăн яланах стройра пулмалла. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр хăй çывхартнă Аслă Çĕнтерÿ уявне, сăн ÿкерчĕк урлă пулсан та, курмаллах унăн.

Наталья СМИРНОВА, «Елчĕкри централизациленĕ бухгалтери» муниципалитет хысна учрежденийĕн тĕп специалисчĕ:

— Аслă Çĕнтерÿ уявне çулсерен анлăн паллă туни, вăхăт иртнĕ май уявăн сумĕпе пĕлтерĕшĕ тата ÿссе пыни сисĕнет. Патриотлăх туйăмне аталантарма пулăшать çак уяв. Çамрăк ăру Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пирки сахал пĕлнине шута илсе «Вилĕмсĕр полк», «Георги хăйăвĕ» йышши акцисене йышлăн пурнăçа кĕртсе пыни те ырă пулăм. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕ маншăн тепĕр пысăк пулăмпа та асра юлчĕ. Тĕрлĕ вырăнта çар тивĕçне пурнăçлакан районти салтаксен хушшинче манăн ывăл — Александр Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕç пулни савăнтарать.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code