Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура çивĕч ыйтусене тишкерессинчен пуçларĕ.

Тĕп проблема вăл – район центрĕнчи хăш-пĕр урамсенче шыв пулман вăхăт. Ку кăлтăк паян мар тăк ыран çиеле тухатчĕ, мĕншĕн тесен пăрăхсем утмăл çул каялла вырнаçтарнисемех. Анчах мĕн те пулин сиксе тухсан хăшĕ-пĕри темшĕн тÿрех «чан çапма» тапратса тĕрлĕ инстанцине çăхавлать: сăлтавне-мĕнне уçăмлатмасăрах кăлтăка пысăклатса кăтартма тăрăшать. Асăннă тĕслĕхре те çаплах. Çав вăхăтрах уйрăм çуртсенче пурăнакансен айăпĕпе сиксе тухакан инкексен сăлтавĕсем пирки шутламастпăр та. Сăмах кунта канализаци пăрăхĕсене çĕтĕк-çурăк татăкĕсем пăрахни пирки пырать. Çакнашкал çăмăлттайлăх та шыв пăрăхĕсем стройран тухасси патне илсе çитерет мар-и?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ялсенчи граждансен пухăвĕсенче кашнинчех пулма тăрăшнăскер, вĕсенче çĕкленĕ ыйтусен пуххине аван пĕлет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе кураторсем вĕсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле мерăсем йышăнасшăн? Çак ыйтăва вĕсем çитес канашлусенче хуравлĕç.

Çанталăк çуркунне енне вăй илсе пыни кунсерен сисĕнет. Апла пулсан çĕнĕ тапхăра кĕтсе илме çине тăрса хатĕрленмелле. Ейÿ тапхăрне хăрушсăрлăхра ирттерес тĕллевпе районта оперативлă штаб йĕркеленĕ, план çирĕплетнĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин пĕлтернине шута илсен, пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: 29 гидротехника сооруженине, автоçулсем урлă хывнă 200 ытла пăрăхпа кĕпере шыв юхса тухмашкăн юр-пăртан тасатас пулать. Ĕçсен пысăк калăпăшĕ ытларах Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче. Районти выльăх масарĕсем те контрольте пулма кирлĕ.

Аслă Пăла юхан шывĕ сарăлса тухнипе 1999, 2005, 2018 çулсенче хăш-пĕр ялсенчи çурт-хуралтăсене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Чрезвычайлă лару-тăру уйрăмах Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Элекçей Тимеш ялĕсенче сиксе тухма пултарĕ. Çавăнпа вĕсенче хÿтлĕх мероприятийĕсене вăхăтра туса ирттермелле. Ейÿ тухас хăрушлăх пур вырăнсенче пурăнакансемпе ăнлантару ĕçне йĕркелени кирлĕ.

– Шыв-шур вăйне пĕлме çук, – сăмах хушрĕ Леонард Васильевич, – çавăнпа инженери сооруженийĕсемпе экономика объекчĕсене, пурăнмалли çуртсене хÿтĕлессине паян-ыран пуçăнмалла. Çак тапхăрта энерги, ăшă, шыв тивĕçтерĕвĕн, канализаци тытăмĕсен, автоçулсене те яваплă службăсем сăнаса тăма тивĕçлĕ.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн, ытти ятарлă службăсен кĕтмен лару-тăру сиксе тухас пулсан васкавлă тата тĕрĕс йышăну тума хатĕр пулмалла.

Шыв-шур тапхăрĕ ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсен тимлĕхне те ÿстерме хистет. Ача-пăча, ытларах каникул вăхăтĕнче, ялан «çĕннине» курасшăн. Пысăк кăмăл вара, асăрханулăх çинчен мантарса, синкерлĕ пулăм патне илсе пыма пултарать. Ачасем шыв-шур вăхăтĕнче хĕн курнă тĕслĕхсем район территорийĕнче пулман мар. Çавна манас марччĕ!

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Светлана Петрянкина санитарипе хÿтлĕх зонисене йĕркелес, унпа çыхăннă документацие хатĕрлес ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Канашлура вакцинаци мероприятийĕсене йĕркелес, çул-йĕрсене тасатас тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code