Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çулталăкри учитель»

«Çулталăкри учитель»

районти конкурс хыçа юлнă.

Тĕрлĕ енлĕ ĕçсене пурнăçланă, професси ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă вĕрентекенсенчен чи нумай балл пухнисем Елчĕкри искусство шкулĕн акт залĕнче иртнĕ уçă дискуссире малалла тупăшнă. Вĕренÿри кăткăс ыйтусене сÿтсе явса хăйĕн çивĕчлĕхĕпе палăрнă Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Светлана Архипова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Светлана Вячеславовна 13 çул ачасене вĕрентет. Çав вăхăтрах вăл директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Конкурс лауреачĕсем – Курнавăшри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Кузнецова, Кушкăри кĕçĕн классен учительници Татьяна Рыбкина тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Николай Чернов физик.

Районти конкурсра çĕнтернĕ С.Архипован халĕ Елчĕк чысне республикăра хÿтĕлемелле. Ăнăçу ăна!

Сăн ÿкерчĕкре: С.Архипова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code