Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллев – цифрăллă экономикăна аталантарасси

Тĕллев – цифрăллă экономикăна аталантарасси

РФ Президенчĕ çĕршывăн 2024 çулчченхи аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсем пирки калакан Указа алă пуснă. Владимир Путин Правительство умне экономикăпа социаллă сферăра цифрăллă технологисене хăвăрт ĕçе кĕртессине тивĕçтерме тĕллев лартнă. Документра информаци технологийĕсен тытăмĕнчи уйрăм тĕп кăтартусене палăртнă.

Цифрăллă экономика мероприятийĕсене телекоммуникаци инфратытăмĕн аталанăвĕсĕр пурнăçа кĕртме май çук. Чăваш Енĕн пĕтĕм территорийĕнче карас çыхăнăвĕн сечĕсем пур. Цифрăллă танмарлăха пĕтерессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн республикăри пĕчĕк 111 ялта пурăнакан 50 пин çын валли интернетпа усă курма майсем йĕркеленĕ. Çак проект валли тунă оптика инфратытăмĕ шкулсене, больницăсене, организацисене тата предприятисене Пĕтĕм тĕнчери сете кĕме май парать.

— Программăна малалла пурнăçлатпăр, кăçал интернет тепĕр 20 яла çитĕ, — тенĕ ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов «Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн» форумра.

Эпир курма хăнăхнă телекурава та майĕпен цифрăлли улăштарать. Чăваш Енре тунă сеть 42 çыхăну объектĕнчен тăрать. 2017 çулта пĕрремĕш мультиплекс ĕçе кĕнĕ: регионта пурăнакансен 99 проценчĕ вунă телеканала хальхи цифрăллă пахалăхпа курма пултарать. «Цифра» çине куçсан та Чăваш Енре пурăнакансем «Чăваш Ен» ПТРК хатĕрлекен кăларăмсемпе вырăнти хыпарсене те лайăх пахалăхпа пăхма пултараççĕ.

Раççей Президенчĕн Указне ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ăнлантарса панă:

— Президентăн «май уйăхĕнчи çĕнĕ указĕ» çĕршывăн çывăх вăхăтри пысăк технологиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрне çирĕплетрĕ. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ те яваплă йышăну. Информаци-телекоммуникаци технологийĕсене экономикăпа общество пурнăçĕн тĕрлĕ сферине ĕçе кĕртни пĕтĕм гражданăн пурнăçне пахалăх тĕлĕшĕнчен ырă витĕм кÿрет. Эпир ăслăлăх-техника прогресĕн çĕнĕ тапхăрне куракансем пултăмăр, питĕ хăвăрт аталанакан информаци тытăмĕ çĕнĕ правилăсемпе пурăнма чĕнет. Регион шайĕнче пирĕн нумай ĕç тумалла: норма докуменчĕсене хатĕрлемелле, цифрăллă çĕнĕ проектсене хута ямалла. Приоритетлă ен темиçе те. Экономикăн çĕнĕ моделĕ çине куçас ĕçре пирĕн отрасль компанийĕсем, ăнăçлă технологи йышăнăвĕсене хатĕрлес тата ĕçе кĕртес енĕпе пуян опыт пухнăскерсем, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Регионти ИТ-кластера та шанатпăр, унăн тытăмĕнче хăйĕн ĕçĕн чăн профессионалĕсем тăрăшаççĕ. Шансах тăратăп: пĕрлехи вăйпа, профессионалсен пĕрлĕхĕ пулăшсан эпир умри тĕллевсене пурнăçлама тата отрасле аталанăвăн çĕнĕ шайне кăларма пултаратпăр. Пĕтĕм çак улшăнăвăн тĕп тĕллевĕ _ пирĕн граждансен пурнăçне хăтлăрах, меллĕрех тата пахалăхлăрах тăвасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code