Пятница, Октябрь 19, 2018
Главная > Образование > Часах хĕрÿ тапхăр

Часах хĕрÿ тапхăр

Тин çеç çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕнĕн туйăнатчĕ, сисмерĕмĕр те, вăл вĕçленсе пырать. Çавна май тăххăрмĕш класс пĕтерекенсен те хĕрÿ тапхăр çывхарать.

Кăçал районти шкулсенчен 192 ача тăхăр класс пĕтерет. Вĕсенчен тăваттăшĕ тăхăр класс пĕтернине çирĕплетекен свидетельство илĕ. Хальхи вăхăтра 186-шĕ /вĕсенчен иккĕшĕ сусăр пулнине кура математикăпа, вырăс чĕлхипе экзаменсене çăмăлрах мелпе тытаççĕ/ тĕп тĕрĕслеве хатĕрленеççĕ.

Тăххăрмĕшсен обязательнăй майпа тытмалли тĕп патшалăх экзаменĕсем – математика тата вырăс чĕлхи. Вĕсемсĕр пуçне тата икĕ предмета вĕренекенĕн хăйĕн суйласа илмелле. Тăххăрмĕшсем вырăс чĕлхипе майăн 29-мĕшĕнче, математикăпа июнĕн 5-мĕшĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Экзаменсем Елчĕкри вăтам шкулта иртĕç.

Тăхăр класс пĕтерекенсем ытларах обществознанипе географи, биологи предмечĕсене кăмăллани сисĕнет. Майăн 31-мĕшĕнче обществознанипе /77 вĕренекен/ тата биологипе /67/ ТПЭ тытĕç. Çак кунах 16 выпускник хăйне информатикăпа тĕрĕслĕ. Экзаменсем Елчĕкри вăтам шкулта иртеççĕ.

Тĕп патшалăх экзаменĕсем майăн 25-мĕшĕнчех пуçланаççĕ. Çак кун тăваттăн ют чĕлхепе, 17 ача тăван чĕлхепе тата литературăпа тытаççĕ. Экзаменсем Патăрьелĕнчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта иртеççĕ.

Июнĕн 2-мĕшĕнче физикăпа /19/, информатикăпа /1/ Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкула экзамен тытма кайĕç. Июнĕн 7-мĕшĕнче физика /32/, хими /23/, истори /9/, географи /73/ предмечĕсемпе ТПЭ Елчĕк шкулĕнче иртет.

Июнĕн 9-мĕшĕнче 32 вĕренекен обществознанипе экзамен тытма Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ шкула кайĕ.

М.ЧЕРНОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ИМЦн аслă методисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code