Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент указне тишкернĕ

Президент указне тишкернĕ

Май уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Чăваш Енри влаç органĕсен ертÿçисемпе представителĕсем районсемпе хуласенчи ĕç коллективĕсене çитсе халăхпа курнăçнă.

Пирĕн районта çак кун ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов пулчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курнăçнă хыççăн вĕсем Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи тĕрлĕ ялсенчи активпа тĕл пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн 2024 çулчченхи наци тĕллевĕсем тата стратеги задачисем çинчен» Указне тишкересси, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен тата çамрăксен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, çурхи ака ĕçĕсемпе тата Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен коммуналлă пулăшусемшĕн тивекен тÿлевĕн 2018 çулта улшăннă çĕнĕ виçипе паллаштарасси — пăхса тухнă май ертÿçĕсем сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕç.

Владимир Путинăн 2018 çулхи май уйăхĕнчи указне тишкересси паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. «Спутник» ООО, Кушкă шкулĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă Надежда Луговская çак тема çинче питĕ тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документра Президент халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе Раççейĕн малашлăхри аталану никĕсне палăртать. Маларах — 2012 çулхи май уйăхĕнче йышăннă указсем çĕршывра ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынăран паян нумай йывăрлăха тата чăрмава хыçа хăварнă, аталану никĕсне хывнă. Çапах та тунă ĕçсемпе анчах çырлахма юрамасть — татса памалли социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем татах та пур-ха, халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерессипе малалла ĕçлемелле. Вырăнти хăй тытăмлăх, суд институчĕсене çирĕплетесси, сахал тупăшлă çемьесен шутне чакарасси, халăх йышне ÿстересси тĕп тĕллевсен шутĕнче. Маларахри указсемпе килĕшÿллĕн, 3 çултан иртнĕ ачасене ача сачĕсемпе туллин тивĕçтернĕ пулсан, халĕ ясли çулĕсенчи ачасене ача сачĕсене вырнаçтарас енĕпе çанă тавăрса ĕçлемелле. Аслă ăрăва тĕревлесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри — çак тĕллевпе Правительство шайĕнче комплекслă программа хатĕрлĕç. Сывлăх — чи хаклă пуянлăх. Çынсен пурнăçĕн тăршшĕне ÿстерни çĕршывăн хальхи ăнăçлăхне хакламалли кăтартусенчен пĕри пулса тăрать. 2000 çулта çак кăтарту 60 çулпа танлашнă пулсан, паян пурнăçăн вăтам тăршшĕ — 73 çул. Медицинăна хывакан укçа-тенке виçĕ çул хушшинче икĕ хут ÿстерме палăртаççĕ, 100 çынран кая мар пурăнакан ялсенче ФАПсем пулмалла /ку енĕпе Чăваш Республики, çав шутран пирĕн район та, ăнăлă ĕçлесе пыраççĕ/. Çĕнĕ йышши диагностикăна, ракпа кĕрешмелли пĕтĕм наци программине хатĕрлесе хута яни, экологи стандарчĕсене тивĕçтерни вăй питти çынсем пурнăçран уйрăлассине чакарма май парĕ. Экономика тупăшлăхне ÿстерессипе, свалкăсене пĕтерессипе, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе, ял-хулана аталантарассипе çĕнĕ йышши коммуникацисем хута ярассипе, тĕрлĕ сферăра çĕнĕ йышши технологисемпе усă курассипе, наукăпа культурăна, инженери вĕрентĕвне, предпринимательствăна аталантарассипе ĕç тухăçлăхне тата инвестицине пысăклатассипе, çурт-йĕр, çул-йĕр хута ярассине ÿстерессипе тата ытти енĕпе тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă указсенче.

Çурхи ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа ирттерес, тавралăха тирпей-илем кĕртес, аслă çулсен хĕррисене, масарсене тирпейлес, пушартан сыхă тăрас тата шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас темăсем те çивĕччисен йышĕнче пулчĕç. Умра — каникул кунĕсем. Çак вăхăт ачасемшĕн пысăк савăнăç, çав хушăрах вăл аслисенчен кĕçĕннисене сăнаса тата асăрхаса тăрас енĕпе пысăк тимлĕх ыйтать. Ирĕкре юлнă ача-пăча пушă вăхăтне еплерех ирттернипе ашшĕ-амăшĕн интересленсех тăмалла.

Пĕрлехи информаци кунне районтан хутшăннă ертÿçĕсем маларах асăннă ыйтусем тавра мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Надежда Луговская Кушкă шкулĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code