Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх хорĕнче юрланă

Халăх хорĕнче юрланă

Çемье çавăрса тивĕçлĕ ача-пăча ÿстерсе хăй хыççăн ырă йĕр хăварасси — этемĕн тĕп тивĕçĕ.

Патреккелте пурăнакан Илья Егоровичпа Зинаида Аркадьевна Петровсем çемье тĕвĕленĕренпе 65 çул çитнине паллă тунă. Вĕсем ялта анчах мар, районта ят-сум çĕнсе илнĕ. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ связисчĕ тата культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Егорович Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшнă, мăшăрĕ чылай çул тăван хуçалăхра вăй хунă. Иккĕшĕ те халăх хорĕн хастар участникĕсем пулнă.

Виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă мăшăр. Ывăлĕ, Владимир, хирург, Галина хĕрĕ — связист, Татьяна — строитель.

Тимĕр туй ячĕпе мăшăра Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов, РФ пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Зинаида Яковлева, Патреккел халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов тата ыттисем саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code