Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сăвăсран асăрханăр

Сăвăсран асăрханăр

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ. Чăваш Енри 130 çын вĕсенчен шар курнипе тухтăрсем патне пынă, вĕсенчен 1/4 пайĕ — ачасем.

Çурхи кунсем пуçлансанах эпир вăрман сывлăшĕпе киленме юрататпăр. Анчах чылай чухне йывăç-тĕм ÿсекен çĕрте пĕчĕк çеç сăвăссем пуррине шута та илместпĕр. Çак пĕчĕк чĕр чунсем питĕ хăрушă, вĕсем сăвăс энцефалит вирусне ертме пултараççĕ. Сăвăссем кăшлакан чĕр чунсен, выльăхсен, çынсен юнне ĕмсе пурăнаççĕ.

Çанталăк ăшăтнă май сăвăссем пушшех чĕрĕлеççĕ. Çу тата çĕртме уйăхĕсем уйрăмах пире шиклентереççĕ. Хĕл каçнă выçă юн ĕçенсем çын çине кирек хăш вăхăтра та лекме пултараççĕ. Вĕсем нимĕнле çанталăка та, вăхăта та пăхса тăмаççĕ.

Çуркунне выçă сăвăссем выльăх-чĕрлĕх е çын шăршине туйса çул хĕррисемпе сукмаксем патнелле пухăнаççĕ. Кунта вĕсем апат шыраса курăксем е тĕмсем çине ларакансене кĕтеççĕ. Малти урисемпе çыннăн тумтирĕ е выльăх-чĕрлĕх çине çакланаççĕ те ÿт-тирĕн çемçе пайĕсем çине /хăлхасен хыçне, мăя, хул айне, пĕркеленчĕксене/ çыпçăнса лараççĕ, юн ĕмме пуçлаççĕ. Ÿте çыртнă май сăвăссем хăйсен сĕлекипе энцефалит вирусне ертме пултараççĕ.

Сăвăсран мĕнле сыхланмалла-ха?

Чи малтанах вăрмана е парксемпе сад пахчисене каяс умĕн ÿт-тире лайăх хуплакан тумтир, атă-пушмак тăхăнмалла, шăлавар вĕçĕсене нуски кунчине чикмелле, кĕпе аркине те шăлавар пиçиххийĕпе лайăх çыхмалла. Çавăн пекех тумтир çаннисем те тачă пулмалла. Вăрманта, парксенче уçăлса çÿреме çутă тумтир тăхăнни вырăнлă. Çутă тĕс çинче сăвăса часах асăрхама пулать. Пуçа калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Киле таврăнсан тумтире тĕплĕн тĕрĕслемелле, сăвăс пытанса ларман-и унта;

Сăвăссенчен ятарлă аэрозольсемпе сыхланма пулать. Вĕсене уçăлма кайиччен тимтир çине лайăх сирпĕтмелле.

Сăвăс ÿт-тире тăрăнчĕ пулсан тÿрех хăраса-шикленсе ÿкмелле мар, юн ĕçенрен хăвăртрах хăтăлма тăрăшмалла. Çийĕнчен тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла.

Сăвăса пусса вĕлерме юрамасть. Кун пек чухне унри пĕтĕм наркăмăш çын организмне кайма пултарать. Юн ĕçене пинцетпа е марльăпа тытмалла та ÿтрен çавăрттарса пăрса кăлармалла. Ăна тÿрех туртса илмелле мар — пуçĕ татăлса юлма пултарать.

Сăвăса ÿтрен кăларнă хыççăн алăсене супăньпе лайăх çумалла, сурана йодпа е спиртпа сĕрмелле.

Эпир канлĕ каннă вăхăтра сăвăссем çинчен манатпăр, вĕсем вара — çук.

С.ПЕТРЯНКИНА,
Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи тĕп патшалăх санитари врачĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code