Понедельник, Январь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экономика форумĕ хутшăнусене çирĕплетет

Экономика форумĕ хутшăнусене çирĕплетет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен делегацийĕпе Санкт-Петербург хулинче майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа иртекен экономика форумне хутшăнать.

Малтанхи кун Михаил Игнатьев «Просвещение» управляющи компани президенчĕ Владимир Узун йыхравĕпе «Регионсен инфратытăмне аталантарасси: малашлăха инвестицисем хывни» ирхи ĕçлĕ апатланăва хутшăннă. Унта социаллă инфратытăма инвестицисем ытларах явăçтарас, этем капиталĕн аталанăвĕн тухăçлăхне ÿстерес, вĕрентÿ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енри вăтам професси вĕрентĕвĕн чи паха опычĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республики «Просвещение» издательствăпа та тухăçлă ĕçлет. Вĕрентÿ институчĕпе пĕрле вăл педагогсемпе вĕрентÿ управленийĕн органĕсен специалисчĕсем валли 7 семинар, 100 ытла вебинар ирттернĕ. Издательствăн ыр кăмăллăх ĕçĕ те курăмлă. Тĕп хулари 62-мĕш шкула вăл 809,6 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ тата оборудованийĕ панă.

«Раççей регионĕсен экспорчĕ — чикĕсене палăртасси» ятпа иртнĕ тĕл пулăва Михаил Игнатьев «Раççей экспорт центрĕ» обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Слепнев чĕннипе хутшăннă.

Пирĕн республика çитĕнĕвĕсене юлашки çулсенче ют çĕршыв компанийĕсем те пысăк хак параççĕ, партнерсен шучĕ, санкцисене пăхмасăр тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ çулсерен ÿсет. Республикăра туса кăларакан продукципе тĕнчери 74 çĕршыва тивĕçтереççĕ. Экспорт тытăмĕнчи хими промышленноçĕн продукцийĕ — 53,4 процент, машиностроени продукцийĕ — 25,7 процент, апат-çимĕçпе чĕр тавар 10,9 процент йышăнать.

Тулашэкономбанк, Çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртекен стратеги пуçарăвĕсен агентстви /АСИ/ тата Чăваш Республикин Правительстви пĕрле ĕçлеме меморандум çирĕплетнĕ. Документ республикăн инвестици климатне лайăхлатма, экономика ÿсĕмне вăйлатма условисем тума пулăшмалла.

Форумра ВТБ тата Чăваш Республики пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Документа ВТБ президенчĕн заместителĕ — банк правленийĕн председателĕ Денис Бортников тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă. Килĕшÿ регионăн социаллă экономика аталанăвне вăйлатас, инвестици проекчĕсене, патшалăх программисене пурнăçлас, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе банк тата республика тачă çыхăнса ĕçлессине палăртать.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code