Елчĕк районĕ хăйĕн историйĕпе, паллă çыннисемпе пуян.
Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртекен велочупăвăн виççĕмĕш тапхăрĕнче районти археологи палăкĕсемпе паллашма майсем пур.
Маршрут 10 сехетре «Улăп» спорт комплексĕ патĕнчен пуçланать. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем тата район историйĕпе кăсăкланакансем çак кун Курнавăш, Хĕрлĕçыр, Тĕмер ялĕсен çывăхĕнчи улăп тăприсем патне, хулаша, чиркÿ вырăнĕсене çитсе килĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн ертÿçи С.Голубева велочупун маршручĕ пирки буклетсем туса хатĕрленĕ. Пурне те велочупăва хутшăнма йыхравлатпăр.
С.СТЕПАНОВА.