Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кремль курсанчĕ

Кремль курсанчĕ

Дмитрий Петрович Петров Элпуçĕнче 1911 çулта çуралнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă вăл. 1921 çулти выçлăх вăхăтĕнче ăна тата шăллĕне Мускаври ача садне леçнĕ, каярах Патăрьелĕнчи ача çуртне илсе килнĕ. Кунтах хутла вĕреннĕ, комсомола кĕнĕ.

Яла таврăнсан Д.Петров Кармалти пуçламăш шкулта пионер организацийĕ йĕркеленĕ, вожатăйра тăрăшнă, ваттисене хутла вĕрентессипе активлă ĕçленĕ.

Хаçат-журнала çырас туртăм пысăк пулнă унăн. Каярах шăпа ăна Шупашкарти «Красная Чувашия» /халĕ «Советская Чувашия»/ хаçата илсе çитернĕ. Парти ретне тăнă хыççăн Дмитрий Петрович Мускаври РСФСР Аслă Канашĕ ячĕпе хисепленекен çар училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Çарăн офицерĕ пулса тăнă /Элпуç ялĕнчи чи пирвайхи офицер вăл/.

Кремль курсанчĕ пулнă май ăна час-часах В.И.Ленин мавзолейĕнче «хисеплĕ хуралта» тăма тивнĕ.

Дмитрий Петров чылай çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар службинче тăнă: взвод командирĕнчен полк командирĕ таран ÿснĕ. Япони милитарисчĕсене хирĕç пынă вăрçă участникĕ юлашкинчен Ленинградри çар округĕнче службăра тăнă. Полковник званипе отставкăна тухнă. Ленинградра пурăннă. Чире кайса 1975 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Д.Петрова нумай хутчен орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.

А.ЧЕРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code