Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кубоксемпе пуян

Кубоксемпе пуян

Аслă Таяпари тĕп шкулта ачасем физкультурăпа питĕ туслă. Районти тĕрлĕ енлĕ ăмăртура вĕсем яланах малтисен ретĕнче. Вĕренекенсене Олег Муравьев физкультура учителĕ ертсе пырать. Коридорти стенд çинчи кубоксем – шкулăн мухтавĕ. Кунтах «Елчĕк ен» хаçат кубокĕ те иккĕмĕш çул упранать.

Олег Алексеевич чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă педагог. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупнă учитель коллективра та ырă ятлă. Шкулта физкультурăпа туслашмалли мĕнпур майсем çителĕклĕ. Спорт инвентарĕсем те çĕнĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: О.Муравьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code