Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ

Малашлăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ

Çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне 143 çĕршывран 17 пин ытла çын хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ун пирки хăйĕн шухăшне палăртса çапла каланă: «Форум — тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмалли питĕ лайăх площадка». Унта пулса иртнĕ ĕçсем Чăваш Ене те тÿррĕнех пырса тивеççĕ.

Хаклав

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:

— Тĕрлĕ çĕршыв представителĕсем пĕрле пуçтарăнса чи çивĕч ыйтусене хускатни паянхи куншăн питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Форумра тухса калаçнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп темăсен шутне экспорта вăй парассине кĕртнипе тĕпренех килĕшетĕп. Чăваш Енри иртнĕ çулхи экспорт калăпăшĕ те 495 миллион долларпа танлашнă.

Вĕренÿ ыйтăвĕсем тавра калаçни те кăсăклă пулчĕ. Малашне ку енĕпе патшалăх ырă ĕçе хутшăнма хатĕр уйрăм çынсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине çул пама хатĕрленет. Михаил Игнатьев шухăшĕпе те, çакăн евĕр инструментсем кирлĕ, вĕсене тупма тăрăшмалла. Ку тĕлĕшри пуçарусене республика тÿрре кăларма тăрăшнине палăртса каларĕ.

Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

— Форумра инвестици климачĕн наци рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕлтерчĕç. Пирĕн республика 8-мĕш вырăна йышăннине, паллах, пысăк ăнăçу тесе хакламалла. Чăваш Ен рейтингра тăваттăмĕш çул малтанхи теçеткене кĕни хавхалантарать, тăрăшса ĕçлеме хистет.

Республикăн малашлăх аталанăвне çирĕп никĕс хывса хăварас тĕллевпе Елчĕк районĕ те хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Бизнеса пулăшмалли инфратытăма йĕркелетпĕр, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли майсене палăртатпăр.

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code