Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзаменсене çирĕп сăнаççĕ

Экзаменсене çирĕп сăнаççĕ

Вĕренÿ министрĕ Александр Иванов шкул ачисене экзаменсенче хăйсен пĕлĕвĕ çине шанма чĕнсе каланă, информаци хăрушсăрлăхĕн мерисем çинчен аса илтернĕ.

Май уйăхĕн вĕçĕ — 9 тата 11 класс пĕтерекенсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 29-мĕшĕччен 9-мĕш класс пĕтерекенсен тĕп патшалăх экзаменĕсем иртеççĕ. Кăçал вĕсене 11,7 пин ытла çын тытать. Аттестат илес тесен 9-мĕш класс пĕтерекенсен 4 экзамен тытмалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа, тепĕр иккĕшне вара вĕренекенсем хăйсем суйласа илеççĕ.

Майăн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен 11-мĕш класс пĕтерекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытаççĕ. Ку экзаменсене тытакансен шучĕ — 5,8 пин çын ытла. Аттестат илес тесен вăтам шкул пĕтерекенсен вырăс чĕлхипе тата математикăпа ?никĕс тата профиль шайĕнче/ хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслемелле. Ытти предметсемпе вĕсем хăйсем суйласа илнĕ тăрăх экзамен тытаççĕ.

— Хаклă ачасем, 9 тата 11 класс пĕтерекенсем, сирĕн умра халĕ хĕрÿ тапхăр — патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ. Экзаменсем пуçланас умĕн сире çăмăлттай утăмсем тăвасран асăрхаттарас килет. Эпир патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕн информаци хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Тĕрĕслевпе виçев материалĕсен /КИМ/ хатĕр хуравĕсене сĕнекенсем — ултавçăсем. Вĕсене шанма юрамасть, — палăртнă Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов.

Вăл каланă тăрăх, тĕрĕслевпе виçев материалĕсене Педагогика виçевĕсен федераллă институчĕ туса хатĕрлет. Ку ĕç уйрăм пÿлĕмре иртет. Унта карас телефонсем те, урăх электрон хатĕрсем те илсе кĕме май çук. Çак пÿлĕмре ĕçлекенсем вăрттăн информацие сарма юраманни çинчен калакан хута алă пусаççĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерме видеосăнав вырнаçтарнă, телефон калаçăвĕсем çырăнса пыраççĕ. Компьютерсем çине ятарлă программăсем вырнаçтарнă. Вĕсем информацие шанчăклă сыхлаççĕ.

9-мĕш класс пĕтерекенсем валли тĕрĕслев материалĕсене шифрласа ярса параççĕ. Çак материалсене ятарласа палăртнă çынсем çеç илме пултараççĕ. Пĕлтĕртенпе 11-мĕш класс пĕтерекенсен тĕрĕслев материалĕсене аудиторисенче ачасем умĕнче экзамен пуçланас умĕн хут çине кăлараççĕ, кайран ĕçсем сканер витĕр тухаççĕ. Çакă экзамен материалĕсене маларах саккунсăр майпа илесрен шанчăклă хÿтĕлет.

Вĕренекенсене аса илтеретпĕр: экзаменсене шпаргалкăсем, карас телефонсем, микронаушниксем, «ăслă» сехетсем тата ытти гаджетсем илсе кĕме юрамасть. Сирĕнте вĕсене асăрхасан экзаменран кăларса яраççĕ. Çавăнпа та хăвăрăн пĕлĕвĕрсем çине çеç шанмалла.

— Хаклă ашшĕ-амăшĕ! Выпускниксене чи малтанах сирĕн пулăшу кирлĕ. Тархасшăн, ачăрсене гаджетсем çине шанмалла марри çинчен каласа ăнлантарăр. Экзаменсем, чăнах та, шкулта вĕреннĕ вăхăтра илнĕ пĕлĕве тарăннăн тĕрĕслеççĕ. Ача лайăх вĕренсе пынă, килти ĕçсене яланах пурнăçланă пулсан, вăл экзамен тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухасси иккĕлентермест, — палăртнă Александр Иванов министр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code