Районти комисси членĕсем çак эрне тăршшĕпех ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсене тухса çÿренĕ, ÿсен-тăран культурисем мĕнле шăтса тухнине хак панă.
Çитес эрнере — районти Акатуй уявĕччен уй-хир ĕçченĕсен районти канашлăвĕ пулать. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнмалла.
Сăн ÿкерчĕкре: Комисси членĕсем «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕнчи ытарайми илеме курса киленеççĕ.