Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хамăрăн тĕслĕх пулмалла

Хамăрăн тĕслĕх пулмалла

Пытарма кирлĕ мар: çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ йышлансах пырать. ДТПсенче хур тÿсекенсен хушшинче ачасем пулни вара ытла та хăрушă. Вăтамран илсен, Раççейре кашни 8-мĕш авари ача-пăчапа çыхăннă. Водительсен тата çуран çÿрекенсен çул çÿрес культура çукки, чылайăшĕ руль умĕнче хăйне çăмăлттай тытни, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркене пăхăнманни – аварисен тĕп сăлтавĕсен шутĕнче.

Ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен, вĕрентекенсен ку енĕпе уйрăмах тимлесчĕ, правилăсене ăнлантарнă чух хамăрăн ырă тĕслĕх пуласчĕ. Статистика вара çакна çирĕплетет: аслисем чылай чухне кĕçĕннисене çул-йĕр правилисем пирки ăнлантармаççĕ анчах мар, вĕсен куçĕ умĕнче хăйсем те йĕркене пăсаççĕ.

Унашкаллисене вара РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕнче палăртнă 12.29, 12.30 статйисемпе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.

В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code