Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Обществăна хирĕç хĕтĕртсе

Обществăна хирĕç хĕтĕртсе

Юлашки вăхăтра обществăра криминаллă субкультура сарăлни сисĕнет. Уйрăмах çамрăксен хушшинче вăй илет вăл: вĕсем ятарлă жаргонпа, уголовлă тĕнчере палăрнă ятсемпе усă кураççĕ, тĕрмесенчи фольклора аталантараççĕ, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕ çине татуировкăсем ÿкереççĕ…

Криминаллă пурнăç йĕркине тата шухăшĕсене саракан ушкăнсем йĕркеленни те уйрăмах сисчĕвлентерет. Çак пĕрлĕхсене психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсех çитеймен çула çитмен çамрăксене явăçтараççĕ вĕсене йĕркелекенсем. Çак культурăна Интернет çыхăнăвĕнчи социаллă сайтсенче пропагандăланă тĕслĕхсем те пур. Ушкăнсенче экстремизма, терроризма, общественноçа хирĕç кайма хĕтĕртекен информацисемпе усă кураççĕ. Паянхи кун ятарлă норма йышăнман пулсан та, РФ Уголовлă тата Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан кодекссемпе килĕшÿллĕн, криминаллă субкультурăна саракансене тивĕçлипе явап тыттараççĕ. Прокуратура ĕçченĕсем çакăн евĕр сайтсен çулне пÿлес енĕпе тĕрĕслевсем йĕркелесех тăраççĕ. Енчен те маларах асăннă тĕслĕхсене асăрхарăр пулсан, сире район прокуратурине шăнкăравлама ыйтатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code