Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — пысăк вăй

Пĕрлĕхре — пысăк вăй

Курнавăш ялĕнче вилнисене Троица кунĕ асăнаççĕ. Хулари, ялти тăванăмăрсене пурне те пуçтарчĕ çак кун. Масар çывăхĕнчи лаптăкра вара туллиех автомашина вырнаçрĕ.

Кунта пулнă вăхăтра пĕр ушкăнра: «Вăйлă çутатнă вара кăçал масара, йĕри-тавра тап-таса», — тенине илтех кайрăм. Çакна кам каланине пĕлеймерĕм, анчах чĕреме ăшă туйăм çупăрласа илнине туйрăм.

…1961 çултах масар йĕри-тавра лартнă ватă тирексем хуçăлса ÿкме тытăнчĕç. Иртнĕ çул ялти хастар арçынсем çак хăрамалла ÿссе çитĕннĕ çÿллĕ йывăçсен вуллисене 1,5-2 метр хăварса касса кăларнăччĕ. Кăçал вара хăрнă вулăсем хăйсен тавра вĕтлĕх, çÿп-çап пуçтарса хăрушшăн курăнса ларнине куртăмăр. Масар йĕри-тавра тытнă сеткăсем те шанчăксăр пулнине пурне те тĕрĕслесе çÿрекен качакасем кăтартса пачĕç.

— Мĕн тăвар, Дария Даниловна? Троица çитиччен масара йĕркене кĕртмелле, унччен йывăç вуллисене тĕпренех касса кăларма, кунти картана та улăштарма ĕлкĕретпĕрех пулĕ, — тесе килех пычĕ масарти йĕркесĕрлĕхе кашни кун хăй куçĕпе курса тăракан В.Ефимов предприниматель. Тахçантанпах пăшăрхантаракан çак ыйтăва татса пама, ĕçе тума хăй çине илекен тупăнни мана чунтан савăнтарчĕ. Пĕлетĕп, Василий Алексеевич тирпейлĕхе, илеме хаклакан çын, шухăшланă ĕçе тăватех.

Вăхăта сая ямасăр ял çыннисене пуçтарса канашларăмăр. Пурте хаваспах пулăшма пулчĕç, çапла майпа ĕçе те пикентĕмĕр. Тавах Турра, Василий Ефимов хăй пекех çамрăкран ĕçпе пиçĕхнĕ тĕреклĕ, йывăр пулсан та яваплăха ăнланакан арçынсене тупрĕ. Унпа пĕрле Алексей Светопольский, Григорий Фомин, Валерий Цветков пичĕсем тăрăх тар юхтарса ĕçлерĕç. Владимир Иванов, Николай Астраханов, Петр Фомин, Ренат Мамарасулов, Владимир Генералов вăхăт тупса вĕсене пулăшма пычĕç.

Çĕнĕ масар тавра сетка улăштарса карма та ĕлкĕрчĕç бригада çыннисем.

Юрий Кузнецова та питĕ пысăк тав. Унăн тракторĕпе усă курса касса кăларнă йывăç вуллисене тиесе тухас ĕçре Петр Веселин 4 кун тăрăшрĕ.

Ял çыннисем пама пулнă пулăшăва пуçтарма вăхăт тупса килĕрен-килле çÿренĕ волонтерсене те епле тав тумăн? Вĕсем: Регина Димитриева, Лидия Светопольская, Надежда Мартышкина, Валентина Синицына, Раиса Смирнова, Елена Смирнова, Марина Корнилова, Мария Ефимова, Раиса Горшкова. Ял çыннисен пулăшăвĕ курăмлă пулчĕ. Çак укçа-тенкĕрен карта валли сетка туяннă тата ытти тĕллевпе усă курнă. Николай Круглов тимĕр-тăмăр сутнă укçаран туалет илсе килсе вырнаçтарчĕ.

Йывăçсене касса кăларнă хыççăн юлнă тăккаланчăка, чылайранпа пуçтарăннă çÿп-çапа, вырăнсăр выртакан пăрахăçланă япаласене шалтан та, масар тулашĕнчен те тасатса çунтаракансем те чи ырă чунлă, чи хастар çынсем тесе шутлатăп. Елена Синицына, Вера Светопольская, Рена Гладкова, Елена Николаева, Марина Корнилова, Александра Кузнецова, Юрий Смирнов, Геннадий Светопольский, Изосим Смирнов, Вячеслав Корнилов, Герасим Корнилов нихăш ĕçрен те хăрамаççĕ, пулăшу аллине яланах тăсса пама хатĕр вĕсем. Вадим Ефимов, хальхи вăхăтра «Чувашия» издательствăпа полиграфи комплексĕн директорĕ пулса тăрăшаканскер, спонсор пулса масар патне çырма хĕррипе пыракан çул çине 7 машина вак чул тăктарчĕ.

Пултаруллă ертÿçĕ Василий Ефимов тăрăшнипе, ял çыннисем пулăшнипе хăнасене чул сарнă çулпа кĕтсе илме май килчĕ.

Ĕç вĕçленмен-ха. Малашне кунти çурта юсас, кивĕ масар çинчи чăтлăха кастарас, кĕрхи кунсем çитсен йĕри-тавра çĕнĕ, çÿллех ÿсмен илемлĕ йывăçсем лартас, çырма хĕрринчи айлăм вырăнти çул çине плита сартарас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Василий Алексеевич — шанчăклă çын, тăвас тенине тăватех. Эпир вара, ял çыннисем, пулăшар ăна, масар — никамшăн та ют мар.

Пурте харăс тăрсан, тăвансем,
Пĕр шухăшлă пулсан пурнăçра,
Пурнăçланĕç пирĕн ĕмĕтсем,
Çăмăл пулĕ пурне те чунра!

Д.СМИРНОВА,
Курнавăшри ветерансен канашĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code