Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул парни – Çĕнĕ çул çути

Çĕнĕ çул парни – Çĕнĕ çул çути

Район хаçачĕн икĕ уйăх каяллахи номерĕнче урамсене çĕрлехи вăхăтра çутă çутатасси, уйрăммăн илсен, Елчĕкри Кооперативная урамра çутă пулманни пирки çырса кăтартнине вырăнти влаçсем çийĕнчех шута илнĕ.

Çынсене хытах пăшăрхантарнă çак ыйтăва татса парассине Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ каярахри тапхăра хăвармарĕ – кĕске вăхăтрах урамри лампочкăсем ялтăртатса çуталма тытăнчĕç. Халĕ çĕрлехи вăхăтри тÿлек çанталăкпа киленсе асăннă урам тăрăх утса çÿреме кăмăллă. Чăнах, пурте савăннă. Çакă вĕсемшăн Çĕнĕ çул парни пекех пулчĕ.

…Юрий Хушкин ертсе пыракан РЭС коллективĕ те çынсен кăмăлне тивĕçтерес, вĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйсенчен пулăшу ыйтнине хирĕçлеме пултарайман. Вĕсем кивелсе юрăхсăра тухнă, светильниксемпе çыхăнакан пăралуксен ытларах пайне çĕннисемпе улăштарма кирлине ăнланнă. Пикеннĕ ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе уйрăм çынсем те хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем электричествăпа çыхăннă ĕç-пуçа йĕркелесе тăма ытти чухне те тăтăш хутшăнакан Сергей Никитин электрик, территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре айккинче тăман Виталий Иванов ячĕсене ырăпа аса илчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова палăртнă тăрăх, Елчĕк ялĕн урамĕсенчи электричество линийĕсене пĕр кăлтăксăр ĕçлемелле йĕркелесе çитерессипе малашне пурнăçламалли ĕçсем те чылай…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code