Понедельник, Май 20, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Президенчĕ «тÿрĕ лини» ирттерет

Раççей Президенчĕ «тÿрĕ лини» ирттерет

Ыран, июнĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлать.

Мускав вăхăчĕпе кăнтăрла 12 сехетре «Первый», «Россия 1», «Россия 24», «ОТР 2» телеканалсен, «Маяк», «Радио России», «Вести ФМ» радиостанцисен эфирне кашни çул кăларакан «Владимир Путинпа «тÿрĕ лини» пулать. Вăл кăçалхипе 16-мĕш хут иртет. Президент граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтăвĕсем çине хуравлать. Сăмах май, ыйтусене майăн 27-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Хисеплĕ вулакансем, эсир те июнĕн 7-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» вĕçленичченех хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене пама пултаратăр. Ыйтусене 0-40-40 смс е ммс çырупа, «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсемпе усă курса яма та пултаратăр. Унсăр пуçне, вĕсене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа та çитерме пулать. Шăнкăравпа смс,ммс çырусем пурте тÿлевсĕр.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code