Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Интернетра сармалла

Интернетра сармалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризмпа кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче антитерроризм контенчĕпе тĕллевлĕн тата анлăн усă курассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Ларура палăртнă тăрăх, республикăн ĕç тăвакан власть органĕсем çакăн евĕрлĕ контентсене хатĕрлес тĕлĕшпе нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пуян опыт пухнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тата патшалăх органĕсен порталĕнче мĕн пур шайри власть, право хуралĕн тытăмĕсен, общество тата тĕн организацийĕсен терроризмпа, экстремизмпа кĕрешес тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлне туллин çутатаççĕ. Иртнĕ çул республикăри МИХсенче экстремизм тата терроризм профилактикин ыйтăвĕсемпе 400 ытла, халăхсен туслăхне çирĕплетес, обществăри тăнăç хутшăнусене йĕркелес тĕлĕшпе 1570 яхăн статья кун çути курнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев терроризм тата экстремизм профилактики енĕпе пурнăçлакан информаци ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе ЧР Культура, Вĕрентỹ, Спорт, Ĕçлев, Цифра министерствисене муниципалитетсен администрацийĕсене антитерроризм контентне хатĕрлеме хушнă. Çак ĕçе пурнăçланă чухне Украинăри радикаллă тытăмсен терроризм тĕллевĕсене уçса парассине тĕпе хума сĕннĕ. Ку материалсене Интернетра та анлă сармалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code