Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăйлă, шанчăклă, аталанакан пирĕн çĕршыв

Вăйлă, шанчăклă, аталанакан пирĕн çĕршыв

Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв патшалăхăн сумлă уявне — Раççей кунне е Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннине — паллă тăвать. Асăннă кун — чи «çамрăк» уявсенчен пĕри.

1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР Халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ Раççей патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă. Ку вăхăт тĕлне Совет Союзĕнче пулнă чылай республика хăйĕн суверенитечĕ пирки йышăну тунă. 1991 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче историре пĕрремĕш хут пĕтĕм халăхăн уçă суйлавĕ пулнă май Раççей хăйĕн пĕрремĕш Президентне Борис Ельцина суйланă.

Вăл 1994 çулта июнĕн 12-мĕшне патшалăх пĕлтерĕшне пачĕ. Çак куна уявлассине халăх тĕрлĕрен йышăнчĕ: хăшĕ ырларĕ, тепри вара унăн пĕлтерĕшне ăнлансах та çитеймерĕ. Çапла вара расна шухăша хыçа хăварса эпир халĕ Раççей кунне сумлăн паллă тăватпăр. 2001 çулта Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун ячĕпе Кремльте ирттернĕ йышăнура РФ Президенчĕ Владимир Путин çапла каланă: «Çак документран пирĕн çĕнĕ истори пуçăнчĕ. Гражданла ирĕклĕхсемпе саккун пуç пулса тăракан демократиллĕ патшалăх историйĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ вара — граждансен ăнăçлăхĕ, çителĕклĕхĕ тата ырлăх-пурлăхĕ». Паян вара Раççей кунĕн пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать. Çĕршывĕпех ăна халалланă тĕрлĕ шайри мероприяти йышлă иртет. Раççей Президенчĕ Кремльте РФ Патшалăх премийĕсене парса чыслать. Тĕп уяв вара Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртет, Раççей кунне чыслакан салютпа вĕçленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code