Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Явап тыттарнă

Явап тыттарнă

Чăваш Республикинчи строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи организацисенче кăçалхи 4 уйăхра ĕç сыхлавĕн йĕркисене пурнăçласа пырассипе, производствăра тĕл пулнă инкек-синкексене асăрхаттарассипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.

Республикăри патшалăх ĕç инспекцийĕн специалисчĕсем ĕç сыхлавĕн законодательстви ыйтнине мĕнле пурнăçласа пынин тĕлĕшпе çак тапхăрта строительство организацийĕсенче малтан палăртса хумасăр 13 тĕрĕслев, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче, планпа килĕшÿллĕн, 2 тĕрĕслев ирттернĕ.

Строительство организацийĕсенче ĕç сыхлавĕн законодательствине пурнăçласа пыманнин 44 тĕслĕхне тупса палăртнă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче çакăн йышши 16 тĕслĕхе шута илнĕ.

Тупса палăртнă йĕркесĕрлĕхе пĕтерме организацисен ертÿçисемпе должноçри çынсен тĕлĕшпе пурĕ 16 предписани çырнă.

Строительство организацийĕсенче ĕç сыхлавĕ çинчен калакан патшалăхăн нормативлă требованийĕсене пурнăçламаншăн должноçри 4 çынна административлă майпа явап тыттарнă, вĕсене 55 пин тенкĕ, 6 юридика сăпатне 391 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи организацире ĕçе йĕркелесе пырассинчи яваплăха çухатнăшăн должноçри 1 çынна 10 пин тенкĕ, 1 юридика сăпатне 50 пин тенкĕ чухлĕ штраф панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code