Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Публикации > Ака çĕнтерÿçисем

Ака çĕнтерÿçисем

Елчĕк район администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланине, тĕллевсене туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетсе малти вырăнсене йышăннине палăртнă:

Пĕрремĕш вырăнта — «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна Диплом, ĕç ăмăртăвĕн куçса çÿрекен кубокне тата хаклă парне парса чыс тунă.

Иккĕмĕш вырăнта — «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна Диплом тата хаклă парне парса чыс тунă.

Виççĕмĕш вырăнта — «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество. Ăна Диплом тата хаклă парне парса чыс тунă.

Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура Кĕçĕн Таяпари Борис Петрович ГОЛОВИН хресчен /фермер/ хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çÿрекен кубок, Диплом тата хаклă парне парса чыс тунă.

Пропашнăй культурăсене çитĕнтерессинчи ĕçлĕ ăмăртура «Нива» агрофирма» сахал яваплă общество мала тухнă. Ăна Диплом тата хаклă парне парса чыс тунă.

Ял хуçалăх техникине çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрлессипе «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ чи лайăххи пулнине палăртнă. Ăна Диплом тата хаклă парне парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code