Пятница, Январь 24, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра ĕлкĕрмелле

Вăхăтра ĕлкĕрмелле

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе параççĕ.

Çапла пулмалла та. Мĕншĕн тесен шăпах халĕ, нумай çул ÿсекен курăксем тутлăхлă элементсене кирлĕ таран пухса çитернĕ вăхăт. Апла пулсан, нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен пĕр тăхтаса тăмасăр май пур таран ытларах пахалăхлă утă, сенаж хатĕрлесе юлма ĕлкĕрмелле.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсем маларах çулса кушăхтарнă курăкран тунтикун утă хатĕрлеме тытăнчĕç. Ăна сеткăпа çыхса рулонсене хываççĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă пресс-подборщиксемпе тухăçлă усă куракан Владислав Изратовпа Владимир Васильев çак ĕçе епле пурнăçланине сăнама кăмăллă пулчĕ.

Михаил Андреев механизатор малтанхи кунсенче КСУ-1 агрегатпа сенаж валли курăк çулчĕ. Леонид Сусметов, икĕ Николай Головин, Анатолий Хардов, Алексей Васильев, Николай Мазюкин, Александр Григорьев водительсем ĕнер пуçласа хатĕр сенажа ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттарма тытăнчĕç. Леонид Головинпа Олег Зайцев икĕ тракторпа траншейăри сенажа пусăрăнтараççĕ. Паккусенчи кушăхнă курăка харăсах ДОН-680 йышши комбайнсемпе усă курса вĕтетни вара ĕçе тухăçлă, пахалăхлă йĕркелесе пыма май парать.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Л.КАПЛАМОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: председатель çумĕ — Олег Карсаков тата Александр Романов тĕп зоотехник сенаж пахалăхĕпе кăсăкланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code