Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Газ 3 процент хакланать

Газ 3 процент хакланать

Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм çынсем усă куракан çут çанталăк газĕн 1 кубла метрĕн хакĕ кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5 тенкĕ те 53 пуспа танлашмалла. Урăхла каласан, хальхи хак çумне 16 пус /3 процент/ хутшăнать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев газ, ытти ресурс тарифĕсем ÿснине шута илсе халăха коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн субсиди тÿлемелли йĕрке малашне те вăйра пулассине çирĕплетнĕ, сахал тупăшлă çемьесемшĕн çакă — курăмлă тĕрев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code