Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сусăр çынсене — ĕç вырăнĕ

Сусăр çынсене — ĕç вырăнĕ

Сывлăх енчен çирĕп мар, сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарассипе республикăри лару-тăру мĕнле?

Вĕсене ĕçе вырнаçтарасси инвалидлăх илнĕ тапхăртан пуçланать. Хальхи вăхăтра инвалидсен пушă вырăнĕсен республикăри банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх 350 ĕç вырăнĕ пур. Çак информацие медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсене çитернĕ, çапла туни вара инвалидсем валли уйрăм программăсем туса хатĕрлес ĕç пынă вăхăтрах вĕсене тупма май парать.

Чăваш Республикин Ĕçлев министерстви инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсен комплексне пурнăçлама тăрăшать: ĕç вырăнĕсене çирĕплетет, организацисенче ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме хутшăнать, специализациленĕ организацисенче ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварать. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен умне вара çакăн пек тĕллев лартнă: ĕçлеме пултаракан инвалидсен /паянхи куна республикăра çавăн пек инвалидсем 26 пин ытла/ 28 процентне ĕçпе тивĕçтермелле. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă ушкăнри инвалидсен 28,7 процентне ĕç тупса панă. 2017 çулта Чăваш Республикин халăха ĕçе вырнаçтаракан служба органĕсене 1,4 пин инвалид пынă, вĕсенчен 1038 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассин шайĕ 2016 çулхинчен 6,7 ĕç вырăнĕ ÿснĕ, вăл 71,8 процентпа танлашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code